Министерство физической культуры и спорта Чувашской Республики

Ентешĕмĕртен тĕслĕх илмелле

Паян "Олимпийский" стадионта "Советская Чувашия" хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетика эстафети иртрĕ. Старта вĕренÿ учрежденийĕсен, тĕрлĕ предприятипе организаци, çемье командисем тухрĕç. Ăмăртура массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсем те хăйсен вăйне тĕрĕслерĕç. 

Спортсменсене ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Олимп чемпионки Елена Николаева тата "Советская Чувашия" хаçатăн теп редакторĕ Владимир Васильев ăнăçу сунчĕç.

- Ăмăрту чылай çул Андриян Николаев космонавт ячĕпе иртет. Мухтавлă ентешĕмĕр пур çĕрте те малта пулма тăрăшнă, пирĕн те унран тĕслĕх илмелле, ун пекех çитĕнÿсем патне ăнтăлмалла, - терĕ Михаил Васильевич.

«Хыпар» Издательство çурчĕн команди те эстафетăна хутшăнса хастарлăх кăтартрĕ.



Газеты "Хыпар"
07 сентября 2019
08:12
Поделиться