"Хыпар" парнисемшĕн Пĕтĕм Раççейри турнир савăнăçлă лару-тăрура уçăлчĕ

Паян Шупашкарта "Хыпар" парнисемшĕн Пĕтĕм Раççейри турнир иртет. Спортсменсене ЧР информаци политикин министрĕ Михаил Анисимов, спорт министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Эльвира Матренина, кире спорчĕн федерацийĕн председателĕ Юрий Карпов, ăмăртăвăн тĕп судйи, РФ тава тивĕçлĕ тренерĕ Сергей Кириллов, Патшалăх канашĕн депутачĕсем Сергей Павловпа Николай Угаслов, Чăвашпотребсоюз председателĕн çумĕ Андрей Данилов ăнăçу сунчĕç.

- 36 çул хушшинче тĕрлĕ регион спортсменĕсем пирĕн туссем пулса тăчĕç. Эпир сирĕн çитĕнĕвĕрсемпе савăнатпăр. Пирĕн издательствăра тĕрлĕ хаçат журнал тухать. Эпир сирĕнпе пĕр ĕç тăватпăр, вăл - чăваш чĕлхипе культурине упраса хăварасси, - терĕ Татьяна Геннадиевна. Вăл ăмăрту спонсорĕсене тав хучĕпе чысларĕ.



19 октября 2019
10:41

Газета "Хыпар"

Поделиться