Пĕлÿ илме те, спортпа туслашма та услови пур

Паян, ҫурлан 31-мӗшӗнче, Республика Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев федерацин Атӑлҫи округӗн Совет Союзӗн Геройӗ А.В. Кочетов ячӗллӗ Чӑваш кадет корпусӗнче ҫӗршывӑн пулас хӳтӗлевҫисемпе тӗл пулчӗ.

Ӑна ЧР вӗрентӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ Сергей Кудряшов, ЧР физкультурӑпа спорт министрӗ Михаил Богаратов, кадет корпусӗн директорӗ Юрий Маслов кӗтсе илчӗҫ.

Ҫамрӑксем федерацин Атӑлҫи шайӗнче ӑмӑртса чи маттуррисем пулнӑ. Вӗсем ҫамрӑк армеецсен "Гвардеец-1" спортпа хӳтӗлев лагерӗн 1-мӗш сменинче команда зачетӗнче ҫӗнтернӗ.

Тепӗр эрнерен кадетсем корпусӑн ҫӗнӗ лапамне тухӗҫ. Футбол уйӗ, баскетбол, чӑрмавсен лапамӗсем, чупу ҫулӗ - пуринче те ӗҫ вӗҫленсе пырать. Чупу ҫулне газон хурса резина витмелли кӑна юлнӑ.

Тепӗр ҫул кадетсем валли те, ҫак районта пурӑнакансем валли те кунта хоккей вӑййин регионти центрӗ пулӗ.

Ҫавра сӗтелре Михаил Васильевич вӗренӳ ҫулӗ ҫитнӗ ятпа саламларӗ.

- Паян зарядка тунӑ-и? - кашни кадета алӑ пачӗ вӑл.

- Эсир пулас командирсем, летчиксем, генералсем, полици ӗҫченӗсем. Сире хул-ҫурӑма пиҫӗхтерме пӗтӗм май пур. Ҫакӑ пӗтӗмпех тӳлевсӗр. Сирӗн кӑмӑла ҫирӗплетсе хӑвӑра сӑмахпа мар, ӗҫпе кӑтартмӑлла. Ҫавӑнпа пур условипе те туллин усӑ курмалла, - сунчӗ Михаил Игнатьев кадетсене.

- Эсир чи лайӑх условисенче вӗренетӗр. Пӗлӳ илме кӑна мар, спортпа туслӑ пулма та услови ҫителӗклӗ. Сирӗн тӑрӑшмалла, - ҫакнах ҫирӗплетрӗ Сергей Кудряшов та.

Кадетсене тӗрлӗ ыйту кӑсӑклантарчӗ.

- Хоккей лапамӗ тӳлевлӗ пулӗ-и? - интересленчӗ ҫамрӑксенчен пӗри.

- Тӳлевсӗр, пӗтӗмпех сире валли, сире аталанма. Эсир Раҫҫей Федерацийӗн тивӗҫлӗ ҫыннисем пуласса шанатпӑр, - терӗ Республика Пуҫлӑхӗ.



Газеты "Хыпар"
31 августа 2019
09:20
Поделиться