Министерство физической культуры и спорта Чувашской Республики

ШКУЛСЕМ ЧУПĂВА ХУТШĂНЧĔÇ

Сентябрĕн 5-мĕшĕнчен пуçласа 7-мĕшĕччен Чăваш Енре икĕ хут Совет Союзĕн Геройне А.Г.Николаев космонавта асăнса республикăри тăваттăмĕш эстафета чупăвĕ иртрĕ. Шăмăршă, Елчĕк, Улатăр, Пăрачкав, Етĕрне çамрăкĕсем пĕрремĕш кун старта тăчĕç. Пирĕн районта вара юлашки кунсенче Улатăрпа Пăрачкав районĕсенчен килекен маршрутсенчен эстафета патаккине илчĕç вĕренекенсем.

Район администрацийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн районпа чупăва 12 шкултан 150 спортсмен хутшăннă. Ишекре тата Шĕнерпуçĕнче ушкăнсем ылмашăннă вăхăтра митинг иртнĕ. Паллах, унти калаçу пĕтĕмĕшле Андриян Григорьевич çинчен пулнă.



12 сентября 2007
00:00
Поделиться
;