Министерство физической культуры и спорта Чувашской Республики

ЧУПĂВА ВАТТИ ТЕ, ВĔТТИ ТЕ ХУТШĂНĔ

РАÇÇЕЙРЕ, Чăваш Енре “Раççей йĕлтĕр йĕрĕ”, “Нацисен кросĕ” спорт уявĕсем ирттересси йăлана кĕрсе пырать. “Нацисен кросĕ - 2007” чупу кăçал çĕршывра 4 хут иртет. Федерацин 7 округĕнче, 130 хулара авăн уйăхĕн 16-мĕшĕнче пин-пин çын старта тухĕ. Специалистсем палăртнă тăрăх, пирĕн республикăра вара 10 пин ытла çын ăмăртĕ çак кун. Ачасенчен /3 çултан/ пуçласа тĕрлĕ çултисем финиша малтан çитме тăрăшĕç. Вĕсен хушшинче спорт ветеранĕсем те, профессионал-спортсменсем те, Олимп чемпионкисем те пулĕç. Çавăн пекех тĕрлĕ предприяти-организаци, учреждени пуçлăхĕсем, инвалидсем те çак пысăк уява хутшăнĕç. Миçе çултине кура пайланă ушкăнсем 4, 6, 8, 12 километрлă дистанцисенче ăмăртĕç.

“Нацисен кросĕ - 2007” чупăвăн Шупашкарта иртекенни вăл пĕр тапхăр çеç. Çакăнта мала тухнисем тепĕр эрнерен, авăн уйăхĕн 23-мĕшĕнче, Мускавра “Нацисен кросĕ - 2007” чупăва хутшăнĕç. Çĕнтерÿçĕсем гран-прие тивĕçĕç.



13 сентября 2007
00:00
Поделиться