Министерство физической культуры и спорта Чувашской Республики

ШУПАШКАР СПОРТĂН ХУЛИ ПУЛАССИ ИНÇЕ МАР

ШУПАШКАР СПОРТĂН ХУЛИ ПУЛАССИ ИНÇЕ МАР
2003 çулхи çу уйăхĕн 17-18-мĕшĕсене спорта юратакансем халĕ те лайăх ас тăваççĕ пулĕ: Шупашкарта хăвăрт утас енĕпе V Европа кубокĕ иртрĕ. Залив хĕррине харăсах 80 пине яхăн çын курма пухăннăччĕ.

Ун чухнех Чăваш Ен тĕп хулинче спортăн çак енĕпе Тĕнче кубокне те ирттерме май пурри çинчен калаçатчĕç. Вăхăт иртнĕçемĕн Пĕтĕм тĕнчери çăмăл атлетика федерацийĕн Ассоциацийĕ Чăваш Республики 2008 çулта хăвăрт утас енĕпе XXIII Тĕнче кубокне ирттерме ирĕк çĕнсе илнине пĕлтерчĕ. 2006 çулхи çу уйăхĕнче пĕтĕм тĕнчери хăвăрт утакансен XXII ăмăртăвĕ хыççăн асăннă федераци ялавĕ Испанири Ла-Корунье хулинчен Шупашкара куçрĕ. Вара пысăк калăпăшлă хатĕрленÿ ĕçĕсем пуçланчĕç. Çакăн пирки XXIII Тĕнче кубокĕн дирекцийĕн ертÿçинчен Валерий Павлович Ефимовран пирĕн вулакансене тĕплĕнрех каласа пама ыйтрăмăр.

– Çакнашкал пĕлтерĕшлĕ ăмăрту Раççейре те пĕрремĕш хут иртет. Çавăнпа та йĕркелÿ комитечĕсем харăсах Мускавра тата Шупашкарта ĕçлеççĕ. Вĕсене ертсе пыракансем вăхăтран-вăхăт тĕл пулса канашлаççĕ, мĕн пурнăçланине ятарлă комисси хаклать, çĕнĕ тĕллевсем палăртать. Çитес тĕрĕслев юпа уйăхĕн 1-2-мĕшĕсенче пулĕ. Хальлĕхе вара йăлтах йĕркеллĕ пырать. Мĕн палăртнине пĕтĕмпех пурнăçласан Шупашкар Тĕнче кубокĕсен историне ăмăртăва чи лайăх ирттернĕ хула пулса кĕрĕ. Малашне те тĕнче шайĕнчи çивĕч те хĕрÿ чемпионатсене кĕтетпĕр.

– Валерий Павлович, черетлĕ Тĕнче кубокĕ V Европа кубокĕнчен мĕнпе уйрăлса тăрĕ?

– Пур енĕпе те. Тăватă çул каялла пирĕн пата Европăри 28 çĕр-шыв спортсменĕсем пухăннăччĕ. Çитес çул Шупашкара хăвăрт утакансем тĕнчери 70 яхăн патшалăхран килсе çитĕç. 700-750 спортсмен тухĕ старта. Судьясемпе медицина ĕçченĕсен йышĕ те пысăк пулĕ.

Кубок çу уйăхĕн 9-11-мĕшĕсенче иртĕ. Малтанхи кун вăл савăнăçлă лару-тăрура уçăлĕ. Тепĕр кунне спортсменсем 3 дистанцире вăй виçĕç. Çу уйăхĕн 11-мĕшĕнче ар çынсем – 50, хĕрсем 10 çухрăма утĕç. Европа кубокĕнче ăмăртусем пĕр кунрах вĕçленнĕччĕ.

Старта харăсах 150-200 çăмăл атлет тухма пултарасса шута илсе трасса сарлакăшне 3 метр анлăлатрăмăр. Çул кукăрĕсен радиусне 7, 5 метра çитертĕмĕр (унччен пиллĕкчĕ – В.Г.).

Культура программи те пуян. “Октябрь” кинотеатр вырнаçнă çурта строительсем тĕпрен юсаса çĕнетеççĕ. Унта культура центрĕ уçăлĕ. 16 зал харăсах 7 пине яхăн çынна йышăнĕ.

– Хăнасем таçтан та килĕç Шупашкарти аэропорт пысăк самолетсене йышăнма пултарать-и?

– Чылай команда Мускав урлă поездпа та килме пултарать-ха, анчах Азире, Африкăра пурăнакансене йывăртарах. Пĕтĕм тĕнчери çăмăл атлетика федерацийĕ Европăран, сăмахран, Гамбургран, тÿрех Шупашкара çити сывлăш линийĕ уçасшăн. Аэропортăн самолетсене йышăнакан территорине юсаса çĕнетнĕ. Кунта халĕ “Боингсем” те анса ларма пултараççĕ.

– Хăна çурчĕсем, автотранспорт çителĕклĕ-и? Спортсменсем ăçта апатланĕç?

– Пĕринпе те йывăрлăх пулас çук. Спортсменсене 5 хăна çурчĕ тарават йышăнĕ. Çĕнĕрен “Сувар” çĕкленет. Ăна çитес çулхи пуш-ака уйăхĕсенче хута яма палăртнă.

Хăнасене автотранспортпа та туллин тивĕçтерĕпĕр. Китайăн, Австралин пысăк командисене пысăк автобуссем илсе çÿрĕç. Сахал йышлисене – “Газельсем”.

Менюра та тĕрлĕ халăх апат-çимĕçĕ пулĕ. Пирĕн ресторансем халĕ те урăх çĕр-шыв çыннисене тарават йышăнаççĕ.

Поварсен квалификацине ÿстерме Мускава курссене вĕренме яратпăр.

– Кирек мĕнле ăмăрту çав вăхăтрах уяв та. Çитменнине кубок Çĕнтерÿ кунĕпе пĕр килет.

– Курма килекен хăнасем валли 9 трибуна пулĕ, вĕсенчен 2-3-шĕ – вăрçă ветеранĕсем валли. Пултарулăх ушкăнĕсем, эстрада ăстисем Мускавран та килсе çитĕç.

– Сувенир продукцийĕн ассортименчĕ пуян-и?

– Паллах. Европа кубокĕпе танлаштарсан чылай пуян. Шупашкар çеç мар, Хусанпа Чул хула та çине тăрсах тĕрлĕ сувенир хатĕрлеççĕ. Тĕрлĕ фабрика хутшăнать çак ĕçе. Талисман вара унчченхи кăвакал чĕппиех пулĕ.



13 сентября 2007
00:00
Поделиться