ЧĂВАШ АЧИСЕМ - ТĔНЧЕ ЧЕМПИОНĔСЕМ
Хăлхи витĕрех илтмен çамрăк бадминтонистсем анчахрах Германири Рур çинчи Мюльхайм хулинчен çĕнтерÿпе таврăнчĕç. Тĕнче чемпионатне 21 çĕр-шыври 14 команда хутшăннă. Раççейĕн пĕрлештернĕ командинче Ольга Гуринăсăр пуçне (вăл Ленинград облаçĕнчи Гатчина хулинчен) ыттисем пурте Чăваш Енрен. Çиччĕшĕ те Шупашкарти ачасемпе çамрăксен 1-мĕш спорт шкулĕнче пĕлÿ пухаççĕ. Занятисене Раççей тава тивĕçлĕ тренерĕ Надежда Сергеевна Тонина ирттерет.
Иртнĕ эрнере çĕр-шыв чысне хÿтĕленĕ чăваш бадминтонисчĕсем – Анастасия Седова, Ольга Дормидонтова, Михаил Ефремов тата Феликс Галкин – хăйсем вĕренекен спорт шкулĕнче журналистсемпе пресс-конференцие хутшăнчĕç. Шел пулин те, Алена Павлова, Александра Васильева тата Артем Галкин хăйсенчен килмен сăлтава пула тантăшĕсемпе пĕрле пулаймарĕç. Тĕл пулăва ЧР Физкультурăпа спорт тата туризм министрĕ А.А. Николаев ертсе пычĕ. Тĕнче чемпионĕсене вăл ăшшăн саламларĕ, малашне те çĕнĕ ÿсĕмсем сунчĕ. “Çирĕп тĕллевпе вăй хурсан, кунран-кун тăрăшсан çитĕнÿ пулатех, – палăртрĕ Анатолий Арсентьевич. – Пире кун ирттерсе шалу кунне кĕтекенсем мар, Надежда Сергеевна пек чунне парса çĕнтерÿшĕн кĕрешекен тренерсем кирлĕ. Чăваш бадминтонисчĕсене 2009 çулта Сурдоолимп вăййисем кĕтеççĕ. Унччен çине тăрса хатĕрленмелле”.
Кăçал нарăс уйăхĕнче Раççей Президенчĕн В.В. Путин Указĕпе Мельбурнри ХХ Сурдоолимп вăййисенче тунă пысăк çитĕнÿшĕн Михаил Ефремовпа Алена Павловăна II степеньлĕ “Тăван çĕр-шыв умĕнчи тивĕçсемшĕн” орден медалĕпе наградăланă.