Каллех савăнăçлă хыпар! Юпа уйăхĕн 5-10-мĕшĕсенче Мускав çывăхĕнчи Подольск хулинче “Ĕçпе хÿтĕленĕве хатĕрлен” çарпаф спорт программипе килĕшÿллĕн Пĕтĕм Раççей ăмăртăвĕсем иртнĕ.
Унта Шупашкарти “Патриот” çарпа патриот центрĕнче пултарулăха туптакансем те хутшăннă. Каччăсемпе хĕрсем тĕп хулари 61-мĕш шкулăн вуннăмĕш класĕнче вĕренеççĕ. Хастар çамрăк армеецсем 29 команда хушшинче Мускаври тантăшĕсене те хыçа хăварса иккĕмĕш вырăн йышăннă.
– Пирĕнтен Самар облаçĕнчи Тольятти çамрăкĕсем çеç иртме пултарчĕç, – терĕ отряд командирĕ Алексей Герасимов. – Вĕсем кадетçăсем те, тупăшма йывăр пулчĕ. Çулĕпе те аслăрах, патвар тата.
Программа самаях кăткăс: самбо, алла-аллăн тытăçни, велоспорт, çуллахи биатлон, вутра çăлакансен спорчĕ, çар хатĕрленĕвĕ, ту çине хăпарасси, эстафета, пейнтбол, тĕл пересси, армспорт...
Пĕрремĕш хут иртнĕ Раççейре кунашкал ăмăрту. Тĕллевĕ – каччăсене чăн-чăн патриотсем пулса çитĕнме пулăшасси, Тăван çĕр-шыва хĕрÿллĕн юратма вĕрентесси, çав вăхăтрах çирĕп сывлăхлă, вăй-халлă çитĕнсе çара юрăхлă пуласси.
Çарпа спорт вăййисем чылай хĕре илĕртеççĕ. Вăрнар поселокĕнчи 2-мĕш шкулта пĕлÿ пухакан Ира Павловăпа Люда Николаева командăна хушăнсан никам та хирĕç пулмарĕ. Темиçе кунранах вĕсем пурне те савăнтарма тытăнчĕç, балсем пухма пулăшрĕç. Ирина самбăпа – иккĕмĕш, Люда 4-мĕш вырăнсем йышăнчĕç. Кĕлеткене алă вăйĕпе çĕклес енĕпе вара пурне те тĕлĕнтерчĕç. Çак упражнение Люда – 55, Ира 60 хутчен пурнăçларĕç. “ГТО” нормине пурте тултарчĕç.
“ГТО” (”Готов к труду и обороне”) комплекс вун-вун çул каяллах пурччĕ-ха. Халĕ ăна çĕнĕрен чĕртме йышăнчĕç. Паллах, çĕнетсе, улшăнусем кĕртсе.
Шурлăхлă вăрманта çул-йĕр тупма самаях йывăр килнине палăртрĕç вĕренекенсем. Анчах стройпа харăссăн утассипе вĕсене çитекен пулман.
– Ытларахчĕ çакнашкал кăйкăрçăсем! – савăннине пытараймарĕç тĕл пулăва пынисем кĕлеткене салтаксем пек илемлĕ тытакан çамрăксем çине тинкерсе.
ЧР Физкультура, спорт тата туризм министерстви çамрăк çарçăсен Пĕтĕм Раççей ăмăртăвне хутшăннисене тата вĕсен ертÿçисене те Тав хучĕ парса чысларĕ.