Министерство физической культуры и спорта Чувашской Республики

КЕРМЕНСЕМ ТЕ ÇĔКЛЕНĔÇ, ЯЛ ТУРИЗМĔ ТЕ АТАЛАНĔ

ЧР Физкультурăпа спорт тата туризм министерствине РФ тата ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ А.А.НИКОЛАЕВ министр ертсе пынăранпа çулталăк иртрĕ. Кĕске вăхăтра мĕнле ĕçсем пурнăçланă-ха? Çак тата ытти ыйтăва уçăмлатас тесе унпа тĕл пулса калаçрăмăр.

- Анатолий Арсентьевич, çак тапхăрти хăвăрăн ĕçе мĕнлерех хаклатăр?

- Ăна специалистсем, спортсменсем, спорта юратакансем хак паччăр. Хăй вăхăтĕнче эпĕ тренер-преподаватель те, инструктор-методист та пулнă, çавăнпа та çак отраслĕн çивĕч ыйтăвĕсене лайăх пĕлетĕп. Çулталăкра /2006 çулхи юпа уйăхĕнчен пуçласа 2007 çулхи çак уйăхченех/ палăртнă тĕллевсене пурнăçланă тесен те юрать. Паллах, татса паман ыйту та чылай-ха, вĕсене уçăмлатас тесе çĕнĕ плансем хатĕрленĕ. Чи малтанах спортсменсем тата вĕсен тренерĕсем валли условисем тăвасси, ачасемпе çамрăксен, массăллă тата çемье спортне аталантарма, тĕрлĕ ăмăртура пысăк çитĕнÿ кăтартма май туса парасси.

Паян пирĕн республикăра физкультурăпа спорт халăхăн сывлăхне тата пурнăçне лайăхлатассин, обществăра тăнăçлăх хуçаланнин тĕп шăнăрĕ пулни, паллах, савăнтарать. Физкультурăпа спорт комплексĕсене аталантарас енĕпе йышăннă федерацин программи Чăваш Енре пурнăçа кĕни - çынсем хăйсен сывлăхĕ çине урăхларах, тимлĕрех пăхма пуçланин тĕп сăлтавĕ те. Сăмахран, нумаях пулмасть Улатăрта, Çĕмĕрлере, Кÿкеçре, Вăрнарта, Шăхасанта /Канаш районĕ/ хута янă ФСКсенех илер. Вĕсенче аэробика, фитнес, шейпинг, спорт ташшисем тĕлĕшпе хăйне евĕрлĕ “бум” пуçланни куç кĕрет. Тинех халăхăн тренажер тата вăйă залĕсенче вăхăта усăллă ирттерме, бассейнсенче ишме май пур. Хăш-пĕр предприяти хăйĕн ĕçченĕсен сывлăхĕ çинчен шухăшласа спорт залĕсене арендăна илет. Районсенче çакăн пек иккĕмĕш комплекс туса лартма пуçлăхсем ыйтупа тухаççĕ. Спорт сооруженийĕсем хăпартакан хулапа районсенче япăх пулăмсем чакни палăрать. Çакăн пек керменсем ÿсе-ÿсе ларнă май тепĕр ыйту та сиксе тухать: профессионалсем çитменни. Ăçтан илмелле вĕсене? Пире кăна мар пĕтĕм çĕршыва канăçсăрлантарать çак ыйту. Çитменлĕхе пĕтерес тесе плансем хатĕрлетпĕр эпир. Сăмахран, тренерсем хатĕрлекен хальхи вăхăтри центр йĕркелесшĕн. Ку тĕлĕшпе пĕрремĕш утăмсем тунă кăна-ха. Кăçал Шупашкарти Олимп резервĕсен училищи çумĕнче специалистсен квалификацине ÿстерекен /уйрăмах ялтисенне/ курссем йĕркелерĕмĕр. Вĕрентме Раççейĕн паллă тренерĕсене чĕнесшĕн.

- Çитес çулхи çу уйăхĕнче Шупашкарта хăвăрт утас енĕпе пĕрремĕш хут XXIII Тĕнче Кубокĕ иртет. Хатĕрленÿ тапхăрĕ мĕн-лерех пырать?

Çапла, 2008 çулхи çу уйăхĕн 9-11-мĕшĕсенче тĕп хуламăрта тĕнче шайĕнчи спорт форумĕ иртĕ. Раççей тата республика шайĕнчи икĕ йĕркелÿ комитечĕ ĕçлет. ЧР Министрсен Кабинечĕ ăмăртăва хатĕрленес тата ăна ирттерес тĕлĕшпе комплекслă план çирĕплетнĕ. Çивĕч ыйтусене хăвăрт татса пама Кубокăн Дирекцине, ĕç службисем /аккредитаци, судьясен коллегийĕн, медицина пулăшăвĕ пама т. ыт. те/ йĕркеленĕ. Маларах асăннă ассоциацин принципĕсене тĕпе хурса ĕçлеççĕ вĕсем.

Хальлĕхе палăртнă тăрăх, ăмăртăва 70 çĕршывран 700 ытла спортсмен килмелле. Çавăнпа та республика тĕплĕн хатĕрленет: спорт сооруженийĕсене реконструкцилес тата çĕннисене тăвас, социаллă, культура, инженери инфратытăмне çĕклес ĕçе пурнăçлать.

- Ăмăртăвăн хăнисене, спортсменсене вырнаçтарасси те питĕ пĕлтерĕшлĕ. Çак енчен лару-тăрăва мĕнлерех хаклатăр?

- Хальхи вăхăтра хăна çурчĕсен умĕнчи тĕп тĕллев - номерсене çĕнетесси, унта пурăнакансене хăтлăх кÿресси тата çĕнĕлĕхсем кĕртесси. Çак ыйтăва татса пани ăмăрту хыççăн та дивидендсем илсе килĕ. Паянхи куна килекенсене вырнаçтарас енĕпе йывăрлăх çук. Чăваш Ен санаторийĕсемпе хăна çурчĕсем çынсене пăхас тĕлĕшпе квалификацине ÿстереççĕ, хăйсен хуçалăхĕсене классификаци ирттерме хатĕрлеççĕ. Çакă вĕсене çĕршыври классификаци тунă хăна çурчĕсен пĕрлехи реестрне кĕме, çавăн пекех республикăра çакăн пек хăна çурчĕсем пулни тĕнче тата çĕршыв шайĕнчи культура, спорт мероприятийĕсене ирттерме те шанăç парать.

- Ăмăрту трасси тивĕçлĕ нормăсемпе килĕшсе тăрать-и?

- Пирĕн трасса çак Кубока ирттерме питĕ меллĕ. Кăçал çăмăл атлетика федерацийĕсен тĕнчери Ассоциацийĕн представителĕ килсе ăна виçрĕ, тишкерчĕ. Ун хыççăн пире тĕнче сертификачĕ ярса пачĕç. Шăпах вăл пысăк ăмăртусене ирттерме ирĕк парать.

- Кубокчен вăхăт нумай юлмарĕ, тен, унта хутшăнакан спортсменсем те паллă. Чăваш Енрен кам-кам трасса çине тухĕ?

- Паллах, пирĕн хăвăрт утакансем тăван çĕрте çĕнтерессе шанатпăр эпир. Хĕрарăмсен пĕрлештернĕ командин кандидачĕсен хушшинче утмалли шкулăн 8 представителĕ: тĕнче рекордсменки, тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ Олимпиада Иванова, тĕнче спорт мастерĕ Вера Соколова, Лариса Емельянова, Людмила Архипова. Арçынсен пĕрлештернĕ командин кандидачĕсем - Александр Яргунькин, Петр Трофимов, Василий Иванов, Алексей Григорьев. Юниоркăсен ушкăнĕнче ăмăртма тĕнче спорт мастерĕ Александра Кудряшовăн, Ирина Юмановăн, Эдикт Хайбуллинăн пысăк шанăç пур. Тата 6 спортсмена резерв списокне кĕртнĕ.

- Кăçал чăваш çăмăл атлетçисем тĕнче, Европа чемпионачĕсенче тата ытти ăмăртура палăрчĕç...

- Юлашки çулсенче вĕсем кăна мар, биатлонистсем, гимнастсем, ухăпа перекенсем хăйсене лайăх енчен кăтартрĕç. Çавăн пекех теннис, ишесси, хоккей, футбол, кĕрешÿ тĕсĕсем /самбо, дзюдо, хĕрарăмсен кĕрешĕвĕ/ лайăх аталанаççĕ. Спортăн çĕнĕ тĕсĕсем: гольф, художество гимнастики, регбол утăмсем тăваççĕ. Çитĕнÿпе палăрнă ентешсене палăртас тăк, çаксене асăнма пулать. Кăçал Раççей маунтинбайкăн историйĕнче пĕрремĕш хут тĕнче чемпионкин титулне Ирина Калентьева çĕнсе илчĕ, 6 тапхăр пĕтĕмлетĕвĕпе Тĕнче кубокĕн хуçи пулчĕ. Çавна май вăл çитес çул Пекинра иртекен Олимпиадăна хутшăнĕ. Сетокан каратэ енĕпе виççĕмĕш хут тĕнче чемпионĕн титулне Дмитрий Фомиряков тивĕçрĕ, 16 çулти Арсений Владимиров кĕмĕл призер пулса тăчĕ. Татьяна Моисеева биатлонистка та ÿсĕмсемпе хавхалантарать. Тĕнче шайĕнчи ăмăртусенче Татьяна Петрова, Ирина Юманова, Светлана Соловьева, Алина Алексеева, Эльза Тазетдинова, Екатерина Краснова тата ыттисем те палăрчĕç.

- Физкультура вара республикăра мĕнлерех лару-тăрура? Унпа кăсăкланакан, спорт залĕсене çÿрекен чылай-и?

- Физкультурăпа, спортпа туслашма чăрмав пулмалла мар, отрасль тĕлĕшпе ирттерекен патшалăх политики те çакнах çирĕплетет. Спортсменсене хатĕрлеме хула-районсенче ачасемпе çамрăксен 58 спорт шкулĕ /хуласенче - 32, вĕсенчен 14-шĕ - Олимп резервĕсен статусли/ пур. Иртнĕ çултан пуçласа 2015 çулччен физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе федерацин тĕллевлĕ программи ĕçлет. Унпа килĕшÿллĕн хăш-пĕр районпа хулара спорт керменĕсем çĕкленчĕç. Нумаях пулмасть Елчĕкре те хута кайрĕ вăл. Çулталăк вĕçлениччен тата 3-не уçма палăртнă. 2010 çул вĕçне унашкаллисем 30 пулĕç, вăхăт иртнĕ май ял-поселокра та çĕкленĕç.

- Анатолий Арсентьевич, республикăра массăллă спорт аталаннине тата “Нацисен кросĕ”, “Хĕрлĕрех сарă мечĕк” /”Оранжевый мяч”/ “Раççей йĕлтĕр йĕрĕ” пысăк ăмăртусене халăх хутшăннине мĕнле хаклатăр?

- Пирĕн ĕçĕн тĕп пайĕсенчен пĕри вăл массăллă тата çемье спортне аталантарасси. Ахальтен мар ЧР Президенчĕ çулсеренех Патшалăх Канашне янă Çырура сывă пурнăç йĕркине пропагандăласси çине пусăм тăвать. Республикăра тĕрлĕ çултине хутшăнма мероприятисем ирттеретпĕр: пĕчĕккисем валли “Малютка”, “Хаваслă стартсем”, “Малышиада” ăмăрту-вăйă, “Сывлăх илме - ача садне” конкурс-смотр. ЧР Президенчĕн парнисене çĕнсе илессишĕн “Спорт çемйи” фестиваль йăлана кĕчĕ.

Ĕç коллективĕсенче те спорт аталанать. “Раççей йĕлтĕр йĕрне”, “Нацисен кросне” те йышлăн хутшăнаççĕ.

Спорта пысăк çитĕнÿ тăвасси е пĕр-пĕр рекорд çĕнетесси пек çеç ăнланмасть халь халăх, ăна вăл кулленхи пурнăçпа, канупа çыхăнтарать. Юлашки çулсенче массăллă спорта, уйрăмах ачасене патшалăх енчен пулăшу парасси - социаллă тĕп проект пулса тăчĕ.

- Ял спортне аталантарас тесе паян мĕнле ĕçсем туса ирттеретĕр?

- Ку енĕпе те тĕллевлĕн ĕçлетпĕр. “Урожай” физкультурăпа спорт обществи çак ĕçре пире пулăшать, республикăри чылай предприятипе организаци те аякра юлмаççĕ. Палăртма кăмăллă, ялсенченех спортра пысăк çитĕнÿ тунă, ăна аталантарас ĕçре палăрнă хастарсем тухнă. Халĕ те çаплах. Раççей пĕрлештернĕ командисене Чăваш Енрен лекнĕ спортсменсенчен нумайăшĕ ялсенчен. Чылай район пуçлăхĕ ентешĕ ячĕпе ят стипендийĕ йĕркелени - ырă пуçару. Тен, çаках ыттисене физкультурăпа туслашма, пĕрремĕш пулма хавхалантарĕ.

Ялсенче физкультурăпа спорт клубĕсем уçăлаççĕ. Сăмахран, Çĕмĕрле районĕнчи Тăванкассинчи культурăпа сывлăха çирĕплетмелли, Якуртушкăньри культура тата спорт центрĕсем, “Çĕмĕрлери кăшарни моржĕсем”, “Пучах” футбол клубĕсем лайăх ĕçлеççĕ.

- Анатолий Арсентьевич, Сирĕн шухăшăрпа, федерацин “Вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелемелли пĕтĕмĕшле принципсем çинчен” саккуна йышăнни физкультурăпа спорт çине мĕнле витĕм кÿчĕ?

- Чăнах та, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем физкультурăпа спорт тĕлĕшĕнчен çĕнĕлле ĕçлеме пуçлаççĕ. Саккунпа килĕшÿллĕн ял тăрăхĕсен, муниципалитет йĕркеленĕвĕсен, хулари округсен çак сферăра полномочийĕсем анлăланчĕç. Чи малтанах ку кадрсене йĕркелесе, муниципалитет бюджетĕнчи укçа-тенке тĕллевлĕ уйăрса массăллă физкультурăпа спорт ĕçне аталантарма услови туса парать.

Сăмахран, пĕлтĕр кăна ял тăрăхĕсенче 124 специалист ĕçлеме тытăнчĕ. Вĕсенче те тĕрлĕ ăмăрту иртет. Унта халăх ытларах хутшăнать. Калăпăр, пĕлтĕр Республика кунĕ умĕн пĕрремĕш хут ял тăрăхĕсен хушшинче Спартакиада ирттерчĕç. “Камай уйĕн урхамахĕсем” спорт уявĕ йĕркелени те пĕлтерĕшлĕ.

Çакă палăрать: ăçта ертÿçĕ спортпа туслă, çавăнта ытти ĕçчен те физкультура çине урăхларах пăхать.

- Юлашки вăхăтра ял туризмĕ пирки нумай калаçаççĕ. Чăваш Енре унăн аталанăвĕ мĕнлерех?

- Ял туризмĕ ытларах Европăра анлă сарăлнă. Чăваш çĕршывĕнче те аталантарма пулать ăна. Чăваш Ен Спортминĕ хула, район администрацийĕсемпе пĕрле ял туризмне аталантарас тĕллевпе чылай проект хатĕрленĕ. Пирĕн вăл виçĕ енлĕ. Пĕрремĕшĕ, агротуризм, ял хуçалăх продукцине туса илес ĕçре пысăк хуласене хутшăнма май паратпăр. Çавна май экологи тата этнографи туризмĕ те аталанать. Туристсем чăваш фольклорĕпе, ытти йăла-йĕркепе паллашма пултараççĕ. Çакă ял пурнăçĕн пахалăхне ÿстерме пулăшĕ. Пĕтĕм нормăсене пăхăнса килекенсем валли меллĕ, лайăх условисем тăвасси - пирĕн тĕп тĕллев. Çак енĕпе Сĕнтĕрвăрри, Етĕрне, Йĕпреç районĕсенче хастар ĕçлеççĕ.



05 декабря 2007
00:00
Поделиться