Министерство физической культуры и спорта Чувашской Республики

ВИÇÇĔШĔ - СПОРТ МАСТЕРĔ, ВИÇÇĔШĔ – ШКУЛ ДИРЕКТОРĔ

Районти спорта тишкерсен çакна калама пулать – ирĕклĕ майпа кĕрешесси пирĕн территорире лайăх аталаннă. 1959 çултан вăй илме пуçлать вăл. Ăна пуçарса яраканĕ вара – Апаш ялĕнче пурăнакан В.И.СМОРОДИНОВ. Çак çулсенче унăн ячĕпе район шайĕнче 20 ытла турнир ирттернĕ.

1995 çултан пуçласа республика шайĕнче йĕркелеме пуçлаççĕ. Çитес çул вăл шучĕпе вун виççĕмĕш пулĕ. Кăçалхи турнир вара Виталий Ивановичăн 70 çулхи юбилейĕпе пĕр килчĕ. Нумаях пулмасть спортсмен-ветеранпа курса калаçрăмăр. Нумай ыйту çине хурав пачĕ Виталий Иванович.

– Ирĕклĕ майпа кĕрешесси районта пуçланса кайнăран вара вăхăт нумай иртрĕ. Апла пулин те эсир тĕрлĕ çулта çитĕнÿ тунă хăвăрăн воспитанниксене манмастăр. Юбилейлă турнирта эсир вĕсене ятранах асăнтăр.

– Çапла. Вĕсен çитĕнĕвĕ – манăн çитĕнÿ. Манăн воспитанниксенчен виççĕшĕ – В.Иванов, П.Семенов, Г.Петров – ирĕклĕ майпа кĕрешессипе спорт мастерĕ. Çавăн пекех 23 спорт мастерĕн кандидатне хатĕрленĕ. Вĕсенчен хăшĕсене асăнса та хăварас килет. Акă, Ю.Смородинов 1977 çулта 10-мĕш класра вĕреннĕ чухне Совет Союзĕнчи ялти шкул ачисен хушшинче 3-мĕш вырăна тухрĕ. А.Михайлов Раççейре 2-мĕш вырăнта пулчĕ. В.Фоминпа В.Геннадьев тата К.петров «Урожай» ирĕклĕ спорт обществин призерĕсен йышне кĕчĕç. В.Ефремовпа В.Викторовăн Раççейри ăмăртусене хутшăнма май килчĕ. А.Иванов, Н.Матвеев, Т.Кудинов, А.Андреев тата ыттисем те республика тата Раççей шайĕсенчи нумай кĕрешĕве хутшăннă. Паллах, призлă вырăнсем те нумай пулнă. Сăмах май, эпĕ вĕрентнĕ ачасенчен виççĕшĕ халĕ шкул директорĕсем пулса ĕçлеççĕ: Иккассинчи Владимиров, Тренккассинче - Фомин, Апашра Смородинов.

– Виталий Иванович, эсир ирĕклĕ майпа кĕрешессине хĕрсем хушшинче те районта пĕрремĕш пуçарса яраканĕ пулнă.

– Этемлĕхĕн чи илемлĕ çурри – хĕрсем – 1995 çултан кĕрешме пуçларĕç. Ун чухне эпĕ Тренккасси шкулĕнче учитель пулса ĕçлеттĕм. М.Степанова, Н.Кузьмина, А.Алексеева, А.Пронина, С.Богданова – Чăваш Енре çав çулсенче ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен хушшинче вĕсен ячĕсене пĕлменни пулман. Хăшĕсем республика ятне Раççейре те хÿтĕленĕ. Акă, Степановапа Пронина армспортра та çитĕнÿсем тăваççĕ.

– Пенси çулĕпе утатăр пулин те, лăпланса лармастăр. Иосиф Соловьевпа пĕрле Апаш шкулĕнчи ачасене кĕрешес вăрттăнлăхсене малалла уçса паратăр.

– 1966 çултан кунти ачасемпе ĕçлетĕп. Паян Иосиф Гордеевичпа иксĕмĕр патăмăра 5 ушкăн – 50 ытла ача – çÿрет. Унта пĕрремĕш класран пуçласа 8-мĕш класс таран вĕренекенсем кĕреççĕ тата пĕрлештерÿллĕ ушкăна аслисемпе вăйлисем çÿреççĕ. Хĕрсем пурри савăнтарать – 25 ытла вĕсем пирĕн. Кĕçĕн класра вĕренекенсем спортăн ку енĕпе ытларах интересленни кăмăла хăпартлантарать.

– Республика шайĕнчи е тулашĕнчи ăмăртусенче Апаш шкулĕн воспитанникĕсем çĕнтернине кăçал çеç темиçе хутчен хаçатра çыртăмăр.

– Ачасем маттур. Акă, В.Тунгулов 6-мĕш класа çеç чупать, республикăри нумай турниртан çĕнтерÿçĕ пулса таврăнчĕ. 10-мĕш класри Р.Федоров спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне тултарчĕ, Атăлçи округĕпе виççĕмĕш вырăна тухрĕ. А.Краснов та Чăваш Енре темиçе турнирта палăрчĕ, икĕ çул каялла Раççейрен 5-мĕш вырăнпа таврăнчĕ. К.Осипова, Л.Саржан – иккĕшĕ те Раççейре виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Л.Арефьева икĕ хутчен республика чемпионĕ пулчĕ. К.Леонтьева республикăра призлă вырăн йышăннăччĕ. Нумаях пулмасть Павел Семенов депутат призĕсемшĕн иртнĕ турниртан Апашсем 6 малти вырăна – виçĕ пĕрремĕш, виçĕ иккĕмĕш – никама та памарĕç. Кĕçĕннисенчен Т.Базарновапа В.Тунгулов телевизорлă, А.Васильева DVD плеерлă пулчĕç.

– Ăмăртусене тухса çÿреме укçи-тенки те нумай кирлĕ-çке.

– Тĕрĕсех, хамăн турнира ирттерме «Гален» ООО директорĕ В.Н.Николаев пулăшать. Сăмах май, вăл манăн вĕренекен пулнă. Шкул, «Цивильский санветутилзавод» предприяти (В.М.Григорьев директор каллех хамăн вĕренекен пулнă), тепĕр вĕренекен П.Н.Семенов, «Чувашский бройлер» предприяти, Ленин ячĕллĕ хуçалăх, Кÿкеçри пасар хуçи В.П.Григорьев, И.В.Наумов тата Г.П.Кудрявцев, Н.П.Ильин уйрăм предпринимательсем – ачасене турнирсене тухса çÿреме пулăшакан тĕп спонсорсем.

Кĕçех сирĕн кĕрешÿ залĕ те хута каять.

– Çапла, декабрьте çĕнĕ залра кĕрешме пуçлăпăр. В.А.Николаев ертсе пыракан «Волготранс-Строй» ООО ĕçченĕсем унччен ĕçе вĕçлеме палăртаççĕ. Кунта туалет та душевой та пур.

– Район 80 çул тултарнă ятпа ирттернĕ уявра сире «Районăн хисеплĕ гражданинĕ» ята пачĕç. Çак ятпа эпир те, редакци ĕçченĕсем, сире саламлатпăр.

– Хамăн ĕмĕрте икĕ хутчен чун хăпартланăвĕ пулчĕ. 1997 çулта мана «Чăваш Республикин физкультурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята пачĕç. Районти спортсменсенчен ăна чи пĕрремĕш илекенни пултăм. Халĕ районăн хисеплĕ гражданинĕ те районта пĕрремĕш пултăм. Савăнтарать. Тата та хавхаланса ĕçлес килет. Манмаççĕ-ха пире, сума сăваççĕ, апла тата та вăйлăрах ĕçлемелле.

– Тавах калаçушăн.



05 декабря 2007
00:00
Поделиться
;