Министерство физической культуры и спорта Чувашской Республики

"ЛОКОМОТИВ" ÇУТĂ ТА СЫВĂ ПУЛАСЛĂХА ВАСКАТЬ

Юлашки çулсенче физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе çĕршывра, республикăра нумай ĕç тăваççĕ. «2006-2015 çулсенче Раççей Федерацийĕнче физкультурăпа спорта аталантарасси» тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн çĕршыври 4 пин ытла физкультурăпа спорт комплексĕ, уйрăмах пĕчĕк хуласенче, туса хута ямалла. Чăваш Енре çак программăна икĕ çул каяллах пурнăçа кĕртме тытăннă. Республикăра ку чухнехи çичĕ спорт керменĕ хăйĕн алăкне яриех уçрĕ. Программа тăрăх пилĕк çулта 30 сооружени спортпа туслисене йышăнма пултарĕ. Пирĕн республикăра ФСКсем тунине тивĕçлĕ хак пачĕç. Федерацин физкультурăпа спорт агентствин ертÿçи В.Фетисов Çĕмĕрлере спорт керменĕ уçнă çĕре хутшăннă хыççăн çапла каланă: «Тĕллевлĕ программăна пурнăçласа спорт керменĕсем тăвас тĕлĕшпе Чăваш Ен – пирĕн шанчăклă партнер. Унăн ырă тĕслĕхне ытти регионсене те кăтартăпăр. Çакăн пек керменсене Европăпа Америка çĕршывĕсенче те сахал тĕл пулатăн. Мĕн курнипе эпĕ чăннипех те çав тери хавхалантăм».

Чăнах та республикăра ÿссе ларнă спорт комплексĕсем пĕринчен тепри хитре, хăтлă, хула-ял сăн-сăпатне илем кÿреççĕ. Акă Канаш хулинче тата тепĕр чипер çурт хушăнчĕ. Иртнĕ шăматкун кунта «Локомотив» физкультурăпа спорт комплексĕ уçăлчĕ. Çак ятпа йĕркеленĕ савăнăçлă мероприятире Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров та пулчĕ. Унпа пĕрле С.Гапликов премьер-министр, хула строительствипе обществăлла инфратытăм, физкультурăпа спорт тата туризм министрĕсем А.Гончаровпа А.Николаев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ М.Михайловский, Пĕтĕм тĕнчери Ю.Н.Озеров ячĕллĕ çар кинофильмĕсен фестивалĕн президенчĕ О.Урюмцев режиссер-сценарист, актер килчĕç. Чĕннĕ хăнасем хушшинче Канаш хулипе районĕн администрацийĕсен пуçлăхĕсем В.Полукаровапа В.Софронов та пулчĕç.

– Канаш çĕнелсе, аталанса пырать. «Промтрактор-Вагон» акционерсен хупă пĕрлĕхĕнче 2010 çулта çĕнĕ ăрури вагонсем туса кăларма пуçлĕç. Ытти предприятисем те вăй илсе пыраççĕ: ырă улшăнусем сахал мар. Паян акă культура, спорт тата сывлăх центрĕ уçăлчĕ. Вăл çитĕнекен ăрăва канашсен çутă ĕмĕтне – тăван хулана тата та илемлĕрех те хăтлăрах пулма, промышленность тата технологи аталанăвĕнче малта пыма пулăшĕ. Иртнĕ эрнекун Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В.Путин чĕннипе Кремльте Раççей Патшалăх Канашĕн анлă ларăвне хутшăнтăм. Тăхтавра Владимир Владимировичпа тата Правительство Председателĕн пĕрремĕш çумĕпе Д.Медведевпа тĕл пулма тÿр килчĕ. Ĕçлĕ калаçу вăхăтĕнче Канашра физкультурăпа спорт комплексĕ хута каясси çинчен пĕлтертĕм. Владимир Владимировичпа Дмитрий Анатольевич экономикăна аталантаракан тата çынсен пурнăçне лайăхлатакан проектсене пурнăçа кĕртни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулни, уйрăмах Раççейри пĕчĕк хуласен пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăнни çинчен пĕлтерчĕç, канашсене çак паллă пулăмпа хăйсен ячĕпе те саламлама ыйтрĕç. Хаваспах вĕсен саламне сирĕн пата çитеретĕп. Çак чаплă керменте канашсене кĕрнеклĕхпе ырăлăха туптасах тăма сĕнетĕп, – терĕ Николай Васильевич.

Республика пуçлăхĕ «Локомотив» физкультурăпа спорт комплексĕн директорне В.Романова кĕрешÿ кавирĕ илмелли свидетельство пачĕ. Микрофон умне Пĕтĕм тĕнчери Ю.Н.Озеров ячĕллĕ çар кинофильмĕсен фестивалĕн президенчĕ О.Урюмцев режиссер-сценарист тата актер тухрĕ.

– Чăваш Ен сăн-сăпачĕ çулсерен илемленет, пурăнмалли çуртсен, шкулсен, спорт сооруженийĕсен хисепĕ ÿссех пырать. Паян Канашра сывă пурнăç йĕркин храмĕ уçăлчĕ. Сывă ÿт-пÿре сывă ăс-тăн, тĕнчене вара ăс-тăн ертсе пырать. «Тĕнчене илем çăлать», – тенĕ вырăссен паллă писателĕ Ф.Достоевский. Çав илем вара сывлăхран, вăйлăн ешерсе, чечекленсе пынинчен килет.

ФСКăн пĕтĕмĕшле площачĕ 3902, 5 тăваткал метр. Ку чухнехи сооруженире баскетбол, ташă, тренажер, кĕрешÿ залĕсем, бассейн, техника тата пулăшу пÿлĕмĕсем, сывлăха юсанса çирĕплетмелли центр пур. Çакăн çинчен «Монтажтеплоремонт» тулли мар яваплă пĕрлĕхĕн гендиректорĕ А.Боровский пĕлтерчĕ, комплексăн символла уççине хула пуçлăхне В.Полукарована пачĕ.

Валентина Ивановна чи малтан строительсене объекта вăхăтра ярас тесе ырми-канми ĕçленĕшĕн тав турĕ. Спортсменсене, комплекса уçнă çĕре килнĕ çынсене хула пурнăçĕнчи паллă пулăмпа саламларĕ, сывлăха çирĕплетес, пиçĕхтерес текенсемшĕн спорт керменĕн алăкĕсем яланах уçă пуласси çинчен пĕлтерчĕ.

Чăваш Ен Президенчĕ Н.Федоров тата уяв хăнисем «Локомотив» спорт комплексĕнче хăйне евĕрлĕ экскурсире пулчĕç: бассейнпа, тренажер залĕпе, аэробика тата бокс секцийĕсемпе паллашрĕç, баскетбол залĕнче спортпа культура программине пăхрĕç. Çамрăк каратистсем, спорт аэробикин секцине çÿрекенсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Уявăн финалĕ хулари баскетболистсен икĕ командин тĕл пулăвĕпе вĕçленчĕ.

Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров, Патшалăх Канашĕн Председателĕ М.Михайловский тата О.Урюмцев режиссер-сценарист хисеплĕ хăнасен кĕнекинче ырă та ăшă сăмахсем çырса хăварчĕç.



13 февраля 2008
00:00
Поделиться
;