Министерство физической культуры и спорта Чувашской Республики

"РАÇÇЕЙ ЙĔЛТĔР ЙĔРĔ", МАЛАЛЛА!

Стартсем “Раççей, малалла!” девизпа иртрĕç. Спортсменсем, парка пухăннисем вара ăна кăшт çĕнетсе: “Раççей йĕлтĕр йĕрĕ”, малалла!” – тесе пĕр-пĕрне савăнтарчĕç, ăшă кăмăл сунчĕç.

Савăнăçлă уява ЧР Президенчĕ Николай Федоров хавхалануллă кăмăлпа ăшă сăмахсем каласа уçрĕ. Николай Васильевич темиçе çул каялла сывă пурнăç йĕркишĕн йышăннă программа малалла пурнăçа кĕрсе пынишĕн, чăваш халăхĕ спорта чăнласах юратнишĕн епле-ха хĕпĕртемĕн?

Сывлăша çурса старт пистолечĕ сас парсанах пĕрремĕш ушкăн малалла ыткăнчĕ. Республика, районсемпе хуласен пуçлăхĕсем, тĕрлĕ ведомствăпа министерствăра вăй хуракансем 2014 метра чупрĕç. Дистанцие 2014 çулта Сочире ирттерме палăртнă хĕллехи Олимпиадăна халалланă.

Ун хыççăн çамрăксем старта тухма ушкăнăн-ушкăнăн хатĕрленсе тăчĕç. Каччăсем 5, хĕрсем 3 çухрăма чупрĕç. Ăмăрту кунта хĕрÿрех, çивĕчрех иртрĕ. Ара, çĕнтерÿçĕсене “Раççей йĕлтĕр йĕрĕн” иккĕмĕш тапхăрĕ Мускав çывăхĕнчи Яхромара кĕтет-çке. Унта хутшăнма Алексей Смирновпа (Муркаш районĕ, Калайкасси шкулĕ) Карина Радченко (Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервин училищи) тивĕçрĕç.

Ăмăртăва хальхинче те Африкăран килнĕ çамрăксем – Чăваш патшалăх университечĕн медицина институчĕн студенчĕсем – хутшăнчĕç. Экваторти Гвинея каччисем старта тухрĕç.

Уявра чи ватти 78 çулти Миранда Кольцова пулчĕ. Чи çамрăкки – иккĕри Ксюша Абрамова.

Калайкасси шкулĕ (Муркаш районĕ) уйрăмах палăрчĕ. Кунти Костя Степанов хăйĕн ушкăнĕнче çĕнтерчĕ.

Савăнăçлă уяв пин-пин çынна хаваслă кăмăл парнелерĕ.



14 февраля 2008
00:00
Поделиться