Министерство физической культуры и спорта Чувашской Республики

ЭСИР СТАРТА ХАТĔР-И?

Вырсарни кун Раççейре 29-мĕш хут “Раççей йĕлтĕр йĕрĕ” чупу иртĕ,70 регионти миллиона яхăн çын старта тухĕ. “Раççей йĕлтĕр йĕрĕ” пек анлă хĕллехи ăмăрту урăх нихăш çĕр-шывра та çук. Каламасăрах паллă, вăл интереслĕ те усăллă, хаваслă ирттĕр тесен пин-пин çыннăн вăй хумалла. Регионсем уява мĕнле шайра хатĕрленсе çитнине пĕлес тĕллевпе тунти кун Раççей спорт министрĕ Виталий Мутко интернет-пресс-конференци ирттерчĕ.

Виталий Леонтьевич “Йĕлтĕр йĕрĕ” çынсене сывă пурнăç йĕркине йышăнма хистекен мел пулмаллине палăртрĕ, чи пĕлтерĕшли – унта пурте хутшăнайччăр тата йĕлтĕр сырма май пултăр. Çавăнпа та ăмăртусене парксемпе садсенче, çынсене çитме йывăр мар çĕрте ирттерме сĕнет вăл, ун шучĕ-пе, ăмăрту вăхăтне тÿлевсĕр йĕлтĕр паракан вырăнсем тума пулать. Хăшĕ-пĕри, тен, пĕрремĕш хут йĕлтĕр сырĕ те çак спорт тĕсĕпе кăсăкланса кайĕ. Паллă политиксен, спортсменсен тĕслĕхĕ те аван пропаганда пулассине систерчĕ.

Пресс-конференци вăхăтĕнче регионсемпе çыхăнса вырăнти лару-тăрупа кăсăкланчĕç. Чăваш Енсĕр пуçне Омск, Челябинск, Свердловск, Оренбург, Рязань облаçĕсем çыхăнăва тухрĕç. ЧР спорт министрĕ А.А.Николаев Чăваш Ен “Раççей йĕлтĕр йĕрне” хатĕррине, нарăс уйăхĕн 13-мĕшĕнче 12 сехетре 25 районпа хулара пĕр вăхăтра 40 пине яхăн çын старта тухассине пĕлтерчĕ. Чылай районта йĕлтĕр йĕрне физкультурăпа спорт комплексĕсен тавра хывнă, эппин чупса килнĕ хыççăн бассейнра ишме те, спортзалта выляса ăшăнма та май пулĕ.

Раççей спорт министрĕ В.Мутко Чăваш Ен тĕрлĕ ăмăрту йĕркелесе ирттерес енĕпе пысăк опыт пухнине палăртрĕ, мероприяти йĕлтĕр спортне регионта çÿллĕрех шая çĕклеме пулăшасса шаннине пĕлтерчĕ.

Ăмăртăва хутшăнакансен мĕн пĕлмелле?

Йĕлтĕрпе ярăнни сывлăха мĕнле витĕм кÿрет-ши? Çакăн пирки аслă квалификациллĕ спортсменсене медицина пулăшăвĕ паракан уйрăм заведующийĕ, аслă категориллĕ тухтăр Т.М.Кожевникова каласа парать.

– Спорт çын сывлăхĕшĕн мĕн тери усăллине кашниех пĕлет ĕнтĕ. Кĕлетке хускалсан энерги тата веществосен ылмашăвĕ хăвăртланать, усăллă япаласем пуç мими, ытти орган патне хăвăртрах çитеççĕ, çавăнпа та физкультура хыççăн пуç лайăхрах ĕçлет. Мышцăсем, чĕре, сывлав органĕсем çирĕпленеççĕ. Спортпа туслă çын ытти ĕç тунă чух та вăрах ывăнмасть, организмĕ чирсене хирĕç кĕрешет. Йĕлтĕрпе ярăнакан вара чылай вăхăт урамра пулнăран сивве хăнăхать, вăрманта е хирте сывлăш уçăрах, çакă кăмăла та çĕклет.

– Йĕлтĕр сырас умĕн мĕн пĕлмелле?

– Йĕлтĕрпе ярăннă чух мышцăсем вăйлă ĕçлеççĕ, энерги нумай кирлĕ. Çавăнпа та 1-1,5 сехет маларах лайăх апатланмалла. Нумай мар, анчах тутлăхлă çимелле, вăрах ирĕлекен апат (калăпăр, тĕтĕмленĕ кăлпасси) ан пултăр. Тепре урамран кĕрсен çур сехетрен çеç çимелле.

Вăрах ярăнсан, уйрăмах ăмăрту хыççăн, çын тÿрех темиçе килограмм çăмăлланать. Анчах çу мар ку, тарланăран тата час-час сывланăран кĕлеткери шыв тухать. Ярăннă вăхăтра ан ĕçĕр, çăвара çеç чÿхесе илĕр. Çухатнă шыва майĕпен тавăрмалла, талăкра 2-2,5 литр шыв ĕçмелле, минерал шывĕ е улма-çырла сĕткенĕ пулсан лайăхрах.

– Шăнса пăсăлас мар тесен...

– Тин çеç йĕлтĕрпе ярăнма вĕренекенсем ытлашши ăшă тăхăнса йăнăшаççĕ. Тум ярăнма чăрмантарать, тарлаттарать. Ятарлă костюм туянма тăрăшăр. Вăл çук тăк çăм свитерпа шăлавар суйлăр, ун айĕнчен çĕр мамăкран тунă кĕпе-йĕм тăхăнмалла. Çиелтен çил яман çÿхе куртка уртса ярăр, питĕ сивĕ çанталăкра çеç хулăн куртка тăхăнмалла. Хăлхасене хуплакан калпак, алсиш е перчетке пирки те манмалла мар. Йĕлтĕр пушмакĕ урана ан хыртăр, ун тăвăр е йывăр пулмалла мар.

– “Йĕлтĕр йĕрĕ” ăмăртăва хутшăнма палăртсан...

– Чи малтан тухтăрпа канашламалла. Вăл ятарлă справка парĕ, ăна ăмăртун мандат комиссине тăратмалла. Шупашкарти ăмăртăва хутшăнакансем валли “Меридиан” (унчченхи “Элара” клуб) суту-илÿ центрĕнче нарăс уйăхĕн 13-мĕшĕнче 9 сехетрен 11-ччен тухтăрсен ушкăнĕ ĕçлĕ, пĕр кун маларах Сиплев физкультурипе спорт медицинин центрĕнче те справка илме май пур.

Куллен йĕлтĕрпе уçăлма тухсан та стартчен темиçе кун маларах тренировка ирттерме пуçламалла. Ăмăрту умĕн каçхине углеводпа пуян çăмăл апат (пахча çимĕç, çăкăр, сыр, пулă, лимонпа чей) çимелле, ирхине – 100 г пĕçернĕ пулă е çăмарта, е çуллă мар тăпăрч, 1 стакан улма-çырла сĕткенĕ е лимонпа чей, кофе. Старта тухас умĕн пĕр 20 минут хушши тĕрлĕ хускану туса кĕлеткене çемçетмелле. Финиша çитнĕ хыççăнах чарăнма ан васкăр, 15 минут утса сивĕнмелле. Чупнă хыççăн тÿрех мунчана кайма е вĕри душ айне тăма юрамасть.



17 февраля 2011
00:00
Поделиться