Министерство физической культуры и спорта Чувашской Республики

Ентеш рекорда çĕнетнĕ

Вырсарникун Мускав урамĕсенче иртнĕ çурма марафон вĕçленнĕ. Унта чăваш çăмăл атлетика шкулĕн спортсменĕсем çĕнтерÿпе палăрнă. Хĕрарăмсенчен финиша чи малтан Олимп вăййисен 2 хут бронза призерĕ Татьяна Архипова çитнĕ. Ăна хатĕрлекенĕ — Михаил Кузнецов тренер. Спортсменка çурма марафона 1 сехет те 12 минут та 26 çеккунтра парăнтарнă. Ку вăл — çĕнĕ рекорд. Алина Прокопьева, унчченхи рекорд хуçи, çурма марафона 2-мĕш чупса тухнă. Елена Седова 3-мĕш пулнă.

Арçынсенчен пуринчен малтан финиша Шупашкарти Олимп резервĕсен училищин выпускникĕ, халĕ Тутар Республикин чысне хÿтĕлекен Степан Киселев çитнĕ. Вăл дистанцие 1 сехет те 3 минут та 53 çеккунтра парăнтарнă. Ун хыççăн Андрей Лейманпа Дмитрий Сафронов çитнĕ.

Аса илтерер: Мускав çурма марафонĕ — Раççейри чи массăллă ăмăртусенчен пĕри. Унта улттăмĕш çул пĕтĕм тĕнчери чупуçăсем хутшăнаççĕ. Кăçал 48 çĕршыври спортсмен финиша тухнă.



Газеты "Хыпар"
20 мая 2019
14:36
Поделиться