«Наци кросĕ» — 16-мĕш хут!
Авăн уйăхĕн 21-мĕшĕнче Раççейре «Наци кросĕ» иртĕ. Чăваш Ен те айккинче юлмасть, ăмăрту кăçалхипе 16-мĕш хут йĕркеленĕ.
Тĕп ăмăрту Шупашкарти заливра иртет. Старт — 12 сехетре. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене медальсемпе парнесем кĕтеççĕ. Яланхиллех ăмăртăва хутшăннă чи çамрăк, чи аслă çынсене палăртĕç. Аса илтерер: кросра чупас тесен малтан тухтăр патне çитсе килмелле.