Министерство физической культуры и спорта Чувашской Республики

Сывлăхпа спорт кунĕсем паллă

Чăваш Енре Сывлăхпа спорт кунĕсене ирттересси йăлана кĕчĕ. Республикăра пурăнакансен кăçал та спорт учрежденийĕсене - бассейнсене, спорт лапамĕсене, тренажер залĕсене - тýлевсĕр çýреме май пулĕ.

Сывлăхпа спорт кунĕсене палăртнă: кăрлачăн 11-мĕшĕ, нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕ, пушăн 28-мĕшĕ, ака уйăхĕн 25-мĕшĕ, çy уйăхĕн 23-мĕшĕ, çĕртмен 20-мĕшĕ, утăн 25-мĕшĕ, çyрлан 29-мĕшĕ, авăн уйăхĕн 26-мĕшĕ, юпа уйăхĕн 24-мĕшĕ, чýк уйăхĕн 28-мĕшĕ, раштавăн 19-мĕшĕ.

Физкультурăпа спорт министерстви спорт учрежденисене тýлевсĕр çитме май пуррипе çуккине вырăнта маларах ыйтса пĕлме сĕнет. Вĕсен списокĕпе министерство сайтĕнче паллашма май пур.



Газеты "Хыпар"
03 января 2020
14:56
Поделиться