Министерство физической культуры и спорта Чувашской Республики

Владислав ДИМИТРИЕВ: Мана ăмăртусене хутшăнтармастчĕç, ялав йăтма кăна шанатчĕç

Чăваш Енре 20 çул каялла триатлон спортăн çĕнĕ тĕсĕ пулнă. Ăна аталантарас тĕллевпе Владислав Димитриев нумай тăрăшнă. Паян вăл — ЧР триатлон федерацийĕн тĕп тренерĕ. Чăваш триатлонĕн кун-çулĕ çинчен унран лайăхрах пĕлекен çукпа пĕрех. Сăмахне те вăл хĕллехи триатлон çинчен калаçнинчен пуçларĕ.

— Юлашки çулсенче хĕллехи триатлон вăй илчĕ. Çак тĕллевпех виçĕ çул каялла Çĕнĕ Лапсарти спорт шкулĕнче триатлон уйрăмне йĕркелерĕмĕр. Шкул ертÿлĕхĕ хирĕç пулчĕ, çапах пирĕн пуçарăва Шупашкар хулин администрацийĕн спорт управленийĕн пуçлăхĕ Александр Малов ырларĕ. Çĕнĕ Лапсарта спортсменсене хатĕрленмелли майсем те пур: йĕлтĕр трасси, бассейн… Çав тапхăрта Александр Васильевпа паллашрăмăр. Вăл — Йĕпреçрен, йĕлтĕрçĕ пулнă. Çĕнĕ Лапсарти спорт шкулĕнче ĕçлеме тытăнчĕ. Кайран педуниверситетра пĕлÿ илчĕ. Унăн икĕ сыпăкри шăллĕ те, хăйпе пĕр ятлă Александр Васильев, чупас, ишес енĕпе ăсталăха туптанă. Йĕпреç ачи Олимп резервĕсен училищине вĕренме кĕчĕ. Вăл дуатлон енĕпе Раççей ăмăртăвĕнче виçĕ хут çĕнтерчĕ, хĕллехи триатлон тата кросс-дуатлон енĕпе те малтисен ретĕнче пулчĕ. Хальхи вăхăтра вăл çарта контракт мелĕпе службăра тăрать. Каярахпа икĕ Васильев çумне тепĕр Саша Васильев хушăнчĕ. Çĕнĕ Лапсар каччи те ачаран йĕлтĕр спорчĕпе туслă. Вăл та нумай çитĕнÿ турĕ. Ăмăртусене кайсан вĕсенчен ялан шÿтлетчĕç. Пултаруллăскерсем хĕллехи триатлона çĕкленме пулăшрĕç.
 Хальхи вăхăтра та пирĕн триатлонистсем маттур пулнине палăртас килет.
— Çапла. Икĕ çулта пирĕн спортсменсем Европа тата тĕнче ăмăртăвĕсенчен 10 наградăпа таврăнчĕç. Акă Шупашкарти экономикăпа технологи техникумĕнче вĕренекен Данила Егоров тĕнче ăмăртăвĕнче «бронза» çĕнсе илчĕ, Çĕнĕ Шупашкарти Егор Селиванов пиллĕкмĕш пулчĕ, ыттисем те тĕслĕх кăтартаççĕ. Çуллахи триатлон кăштах кая юлчĕ. Кăçал ăна аталантармашкăн грантсем çĕнсе илтĕмĕр. Уйăрса панă укçа-тенкĕпе 18 велосипед, спорт тумĕ, автомобиль туянтăмăр.
 Владислав Григорьевич, çапах манăн 20 çул каяллахи тапхăра таврăнас килет. Ун чухне эсир Олимп резервĕсен 9-мĕш спорт шкулĕн директорĕ пулнă. Триатлона аталантарас тесе пирвайхи утăмсем тума мĕн хистерĕ?
— Ишевçĕсен шкулне 300 ытла ача çÿретчĕ. Анчах ÿт-пÿ уйрăмлăхĕсене пула нумайăшĕнчен ăста ишевçĕ çитĕнтерме май çукчĕ, вĕсем вара чупас енĕпе пултаруллăччĕ. Триатлонра çавнашкалли-сем кирлĕ те. 2000 çулхи Олимпиада программине триатлона кĕртнĕччĕ. Унти ăмăртусене сăнанă май пуçра çуралчĕ те çак шухăш. Кун пирки ун чухнехи спорт министрне Вячеслав Краснова пĕлтертĕм. Вăл нумай шухăшласа лармарĕ, спорт шкулĕнче триатлонистсене хатĕрлекен сăнав ушкăнĕ йĕркелеме ирĕк пачĕ. Вячеслав Максимович тĕлĕнмелле ăслă та тавçăруллă çынччĕ. Ăна паянхи кун та ырăпа аса илетĕп.
 Сирĕн пĕрремĕш вĕренекенсем те питĕ маттур пулнă.
— Ун чухне ишме çÿрекен 11 ачана çав ушкăна куçартăм. 2001 çулта Сергей Яковлев килчĕ. Унччен вăл Вячеслав Романов патĕнче велосипед уйрăмĕнче ăсталăха туптанă. Йĕркене пăснипе ăна спорт шкулĕнчен кăларса янă. 22 çултаччĕ. Хула ачи, ашшĕ-амăшĕсĕр ÿснĕ. Вĕсем пиллĕкĕн çитĕннĕ. Аппăшĕ Надежда — маттур хĕрарăм, предприяти пуçлăхĕнче тăрăшать. Шăллĕ Саша триатлон федерацийĕнче ĕçлет. Сергей хăюллă пулнипе тыткăнларĕ. Ишме пĕлни пирки каларĕ. Пĕрремĕш кунхинех тĕрĕслесе пăхма шухăшларăм. Вăл 100 метра 1,47 минутра ишсе тухрĕ, çавах илтĕм. Телее, йăнăшмарăм, пысăк çитĕнÿсем турĕ. Ăна малтан никам та шанмастчĕ, унран кулакан та пурччĕ. Кайран, паллах, вăл пурне те тĕлĕнтерчĕ. Европа чемпионатĕнче — 2 хутчен, çĕршыв чемпионатĕнче 9 хутчен çĕнтерчĕ, тĕнче кубокне çĕнсе илчĕ, Ази чемпионатĕнче пĕрремĕш пулчĕ. Унăн кăтартăвĕ 100 метрлă дистанцире — 0,58 минут, 1500 метр — 18,08 минут.
 Хăвăр та çамрăк чухне полиатлонпа туслă пулнă. Ун чухне çамрăксен хушшинче спортăн тĕрлĕ енĕпе ăсталăха аталантарасси йăлара пулнă-им?
— Эпĕ мĕн ачаран чупма тата шывра ишме кăмăллаттăм. Пурнăç хăех мана çак çул çине илсе тухрĕ. 6-мĕш класра чухне пионерсен «Орленок» лагере кайма тивĕçрĕм. Унта ыттисем манран самай аслăччĕ, 9-10-мĕш классемччĕ. Эпĕ пĕчĕкчĕ: 141 см çÿллĕшчĕ, 41 килограмм таяттăм. Отрядра мана ялав йăтма шанатчĕç, анчах нимĕнле конкурспа ăмăртăва та хутшăнма ирĕк памастчĕç. Чылайăшĕ вĕсенче тĕрлĕ награда çĕнсе илетчĕ, эпĕ те медаль-парне пирки ĕмĕтленеттĕм. Шывра ишекенсен турнирĕ уйрăмах килĕшетчĕ. Унта епле ăста яшсемпе хĕрсем хутшăнатчĕç! Вĕсем ишнине питĕ тимлĕн сăнаттăм. Манăн та вĕсем пек ишме вĕренес килетчĕ. Киле таврăнсан пĕверен тухма пĕлместĕм. Ун чухне кунĕн-çĕрĕн ĕçлеттĕмĕр, атте-аннене пулăшаттăмăр. Пĕчĕклех лаша утланса çÿреттĕмĕр. Çапах выляма та, шывра ишме те вăхăт тупаттăмăр. Каярахпа пысăк пĕве туса пачĕç, унăн тăршшĕ 300 метрччĕ, унта тренировка ирттерме пуçларăм. Автомобиль кустăрмин резининчен ластăсем ăсталарăм. 10-мĕш класра вĕреннĕ чухне ишевçĕсен хушшинче мана çитекен çукчĕ. Шăллăмпа пĕрле ишме çÿреттĕмĕр, эпĕ ăна вĕрентеттĕм. Манăн атте вăрçă витĕр тухнă, тăшмана хăваласа Прагăна çитнĕ, икĕ хут аманнă. Çар разведкинче службăра тăнă. Унтан вăл нимĕç рулетки илсе килнĕ. Ишмелли дистанцисене шăпах çавăнпа виçеттĕмĕр. 100 метра 1,08 минутра ишсе тухаттăм, 2-мĕш разряд илмешкĕн 1,09 кирлĕччĕ.
 Ачаран спортпа туслă пулнă, çапах физвоспитани енĕпе ятарлă пĕлÿ илмен.
— 1968 çулта физика-математика факультетне кĕтĕм, ун чухне уçăлнă кăначчĕ вăл. Çак предметсене ачаран юрататтăм. Сăмах май, физикăпа математика пĕлни мана пурнăçра та, ĕçре те нумай пулăшать. Университетра ишевçĕсен секцийĕ çукчĕ. Физвоспитани кафедрин вĕрентекенĕ мана педагогика институтне Искра Кирюшкина /Богданова/ патне кайма сĕнчĕ. Вăл 40 çул ытла тренерта ĕçлерĕ. Виçĕ çул каялла пурнăçран уйрăлчĕ. Искра Ильинична патне пытăм, вăл мана сиввĕн йышăнчĕ. Çапах манăн ишес енĕпе спортăн 2-мĕш разрячĕ пулнине пĕлсен питĕ тĕлĕнчĕ: ун чухне районсенче бассейнсем пулман, ялтан тухнă ишевçĕ çукпа пĕрехчĕ. Çав вăхăталлах Шупашкарта бассейн уçăлчĕ. Пĕрремĕш кунах Искра Ильинична манăн ăсталăха тĕрĕслесе пăхма шухăшларĕ. 100 метрлă дистанцие 1,11 минутра ишсе тухрăм. Анчах тренер нимĕн те каламарĕ, çапах ун патне тăватă çул çÿрерĕм. Чупма та кăмăллаттăм. Район чемпионĕ те темиçе хут пулнăччĕ. Шупашкарта пурăнма тытăнсан Етĕрне çулĕ çине кашни кун чупма тухаттăм.



13 марта 2020
17:18

Газета "Хыпар"

Поделиться