Министерство физической культуры и спорта Чувашской Республики

Фитнес — вируса хирĕç

Сбербанк, Окко мультимедиа сервис тата more.tv онлайн-сервис Москомспорт пулăшнипе онлайн-тренировкăсен программине хута янă. Вăл "Фитнес вируса хирĕç" ятлă.

Ҫынсен килтен тухмасăр тĕрлĕ хускану туса сывлăха çирĕплетме май пур. Онлайн-тренировкăсен программине опытлă специалистсем хатĕрленĕ. Унта йогăпа пилатесран пуçласа ташламалли хусканусем таранах кĕртнĕ.

Занятисене сĕтелçи теннис енĕпе Европа чемпионачĕн призерĕ Яна Носова, Ирина Тамичевăпа Дария Гомес актрисӑсем ирттереççĕ.

Тренировкăсене ДоступВсем.рф, мывместе2020.рф тата "Контактра", "Одноклассники" сайтсенче тупма пулать.



31 марта 2020
16:31

Газета "Хыпар"

Поделиться