Министерство физической культуры и спорта Чувашской Республики

Раççей шайĕнче пĕрремĕш хут — тÿрех çĕнтерÿпе

Кашни ашшĕ-амăшĕ тĕпренчĕкне ăслă, илемлĕ, çирĕп сывлăхлă çитĕнтерме тăрăшать. Шупашкарти 40-мĕш шкулти 4-мĕш класра вĕренекен Данияр Еремеева та юратнă çыннисем парта хушшине ларичченех аталантарма тытăннă. Маттур арçын ача хăех лара-тăра пĕлмен. Вăл ача садне чупнă чухнех ÿнер шкулне те çÿренĕ, бассейнра ишме те ĕлкĕрнĕ, футбола кăмăлланă, мечĕк тапнă…

Аслинчен тĕслĕх илсе

Даниярăн спорта юратмасăр май та çук. Ашшĕ Зуфар Зекиуллович шкулта вĕреннĕ вăхăтрах армрестлинг, ирĕклĕ кĕрешÿ спорт тĕсĕсене алла илнĕ. Шкул чысне хÿтĕлесе малти вырăнсене йышăннă. «Мĕн акатăн, çав шăтать», — теççĕ. Ывăлĕ ашшĕне тĕслĕх вырăнне хурса ÿсет. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнса халĕ те футболла вылякан ашшĕнчен юласшăн мар вăл, вăхăт тупăнсанах çак вăййа васкать.
васкать. — 1-мĕш класа кайсанах вĕрентекен пурне те спорт секцине çÿреме сĕнчĕ. Ачасем спорт шкулĕнче хĕвел тухăç кĕрешĕвĕсен секцинче ушу вĕренме тытăнчĕç. 2-мĕш класра ытти вĕренекен пăрахрĕ, 3 арçын ача кăна тăрса юлчĕ. Данияр килĕштерчĕ спортăн çак тĕсне. Бассейна çÿреме чарăнсах ушу суйларĕ. Нумай та вăхăт иртмерĕ, çитĕнÿсемпе савăнтарма пуçларĕ. Ăмăртусенче хăйĕн виçе категорийĕнче пĕрремĕш вырăн темиçе хут та йышăнчĕ, — каласа кăтартрĕ маттурскерĕн амăшĕ Рузиля Адиевна.

«Савăнтăм та, ывăнтăм та»

Пуçламăш класра кăна вĕренет-ха Данияр, вĕренÿпе тренировкăсен вăхăтне йĕркелеме çăмăлах мар ахăр.
— Эрнере виçĕ кун спортзала каятăп. Андрей Александрович тренер çирĕп ыйтни савăнтарать кăна. Çавăнпа кăçал Пермьре Раççей шайĕнче иртнĕ ăмăртура хампа пĕр çулти тантăшсен хушшинче 1-мĕш вырăн йышăнтăм. Хамăр республикăра ялан малти вырăна çĕнсе илеттĕм пулин те аякри хулана пĕрремĕш хут кайнă чухне выляса ярасран шиклентĕм. Çĕнтерÿ мана алă парсан мĕн тери хĕпĕртерĕм. Çав вăхăтра чунра савăнăç та, ывăнни те пĕрлехчĕ. Чи асра юлни маншăн — Пермь хулине пуйăсра 22 сехет кайни. Хальччен кун пек çула тухса курман эпĕ, — аса илчĕ Данияр.



14 мая 2020
14:08

Газета "Хыпар"

Поделиться