Министерство физической культуры и спорта Чувашской Республики

Штанга йăтасси михĕ çĕклессинчен çăмăлрах

Наталия 22-ре кăна-ха. Çапах чи сумлă наградăсенчен пĕри — тĕнче класлă спорт мастерĕ пулнине çирĕплетекен паллă — унăн пур ĕнтĕ. РФ спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕн ятне илессишĕн тăрăшмалли кăна юлнă. Унăн пухмачĕнче — Раççейри кăна мар, ют çĕршывсенчен илсе килнĕ вун-вун медаль. Чи хаклисем — Европа ăмăртăвĕнче çĕнсе илнисем. Пĕлтĕрхи кĕркунне вăл Румынире иртнĕ тупăшура пьедесталăн чи çÿллĕ картлашки çине тăнă, 8 çĕршывран килнĕ спортсменкăсене хыçа хăварнă. 64 килограмм тайманнисен йышĕнче ăмăртакан Наташа каланă тăрăх, ку виçе категорийĕнче конкуренци пысăк. Польшăра иртнĕ ăмăртура, сăмахран, медаль çĕнсе илессишĕн 25-ĕн тупăшнă. Чикĕ леш енче иртнĕ çак турнирта пике пиллĕкмĕш вырăн йышăннă. Тренерĕ Геннадий Иванов спортсмена хавхалантарнă: «Малтанлăха ку — лайăх кăтарту». Тепĕр ăмăртура вара Наталия тÿрех виçĕ медале тивĕçнĕ.
Спортăн ку тĕсĕпе Наташа 9 çултах туслашнă. Кĕрешÿ секцине çÿрекенскере Александр Давыдов тренер асăрханă та штанга çĕклеме сĕннĕ. Йăтса пăхнă — пулать пек. Пĕрремĕш тренерĕ çул уçса пынă, хĕрача тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнма тытăннă. Кайран Олимп резервĕсен шкулне йышăннă ăна. Наташа сборсене çÿреме пуçланă, Юрий Мышковец тренер патĕнче ăсталăхне туптанă. Хальхи тренерĕ ăна чикĕ леш енчи ăмăртусене илсе кайнă. Çамрăк спортсменка каланă тăрăх, педагог ĕçĕнчен, вăл хавхалантарнинчен нумай килет. Тренерĕ уншăн иккĕмĕш ашшĕ пекех, спортра кăна мар, кулленхи пурнăçра та пулăшса пырать.
Чăваш Ен тата Санкт-Петербург чысне хÿтĕлекен Наталия тренировка нумай ирттерет. Кунне — 5 сехет! Эпидеми тапхăрĕнче те ахаль лармасть, килтех тренировка ирттерет. Унăн хваттерĕнче те штанга пур. Спортсменсен вăхăта усăсăр ирттермелле мар. Пĕр кун тренировка туманни те спорт карьерине япăх витĕм кÿрет.
Штангистсем икĕ енлĕ тупăшаççĕ: снаряда йăтаççĕ тата тĕртеççĕ. Унччен Наташа пĕрремĕшне кăмăлланă, халĕ — иккĕмĕшне. Чи нумаййи вăл 119 килограмм йăтса курнă. Ку — унăн рекорчĕ. «Штангистсем пирки темĕн тĕрлĕ сăмах та илтрĕм. Хĕрсем ача çуратаймаççĕ, мускулсем ÿсеççĕ имĕш. Çапла, мускулсем çирĕпленеççĕ. Анчах ку мана пĕрре те кансĕрлемест. Кĕпе сайра хутра тăхăнатăп. Тата штанга йăтакан хĕрсен сасси хулăн пулнине палăртаççĕ. Манăн та çавнашкал — сассăм аслă ÿсĕмри хĕрарăмăнни пек тенине пĕрре мар илтрĕм. Тĕрĕссипе, вăл хăш вăхăтра улшăннине сиссе юлаймарăм. Тепĕр тесен, çинçе саслă арçынсем те пур. Вĕсене ку чăрмантармасть вĕт», — чунне уçрĕ Наталия.
Спортсменсем çирĕп режима пăхăнаççĕ. Мĕн çиес килнине яланах ăша яраймăн. Рационра пылак шыв, фаст-фуд пулмалла мар. Çулталăкра сборта 8 уйăх таранах пулакан спортсменсем тĕрĕс апатланаççĕ. Вĕсен «швед сĕтелĕ» çинче — усăллă çимĕçсем кăна. Наталия каланă тăрăх, юлашки вăхăтра унăн кĕлетке йывăрăшĕ пĕр виçере тăрать, çавăнпа начарланас ыйту çук. Унччен вара ăмăрту умĕн икĕ эрне маларах 7 килограмм чакма тивни те пулнă — мунчара питĕ вăйлă тарланă, апат питĕ сахал çинĕ. Çапла, çĕнтерес килсен спортсмен темĕн тума та хатĕр. Малалла вулас…

КĔСКЕН
— Наташа, эсĕ ăçта çуралса ÿснĕ?

— Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхаль ялĕнче.

— Пушă вăхăтра мĕнпе аппаланатăн?

Вăл çукпа пĕрех. Пушă самант тупăнсанах кĕнеке вулама тăрăшатăп.

— Ăмăрту умĕн пăлханатăн-и?

Питĕ. Тренер яланах лăплантарма тăрăшать.

— Сана çĕнтерме пулăшакан талисман пур-и?

Унашкалли çук.

— Санăн миçе медаль?

Малтан вĕсене шутлаттăм. Халĕ ку йăлана пăрахăçланă, мĕншĕн тесен нумай.

— Йăхра спортсменсем пур-и?

— Çук.

— Хăш спортсменран тĕслĕх илетĕн?

— Кумир çук. 



Газеты "Хыпар"
08 июня 2020
08:02
Поделиться