Министерство физической культуры и спорта Чувашской Республики

Шалчапа сиксе — пĕрремĕш

Шалчапа сикессипе Европа тата тĕнче чемпионки Анжелика Сидорова иртнĕ вырсарникун «Всегда» турнирта çĕнтернĕ.

Çăмăл атлетика старчĕсем Знаменский пĕртăвансен ячĕллĕ Мускав стадионĕнче иртнĕ. Арçынсен тата хĕрарăмсен ушкăнĕсенче 6-шар спортсмен ăмăртнă. Тĕнче класлă Раççей спорт мастерĕ, Чăваш Ен тата Мускав чысне хӳтĕлекен Анжелика Сидорова 4.80 м çӳллĕшрен каçса «ылтăн» çĕнсе илнĕ. 2-мĕш вырăнта — Европа чемпионки Аксана Гатауллина /4.50 м/, 3-мĕшĕнче — Татьяна Калинина /4.10 м/. Арçынсенчен Европа чемпионачĕн 2019 çулхи финалистне Георгий Горохова /5.40/ çитекен пулман. 2-мĕш вырăнта — Илья Долбин /5 м/, 3-мĕшĕнче — Александр Соловьев /4.85/.



Газета "Хыпар"
17 августа 2020
13:26
Поделиться