Министерство физической культуры и спорта Чувашской Республики

Ватă çынсем спорт керменне хавхаланса çӳреççĕ

Çĕнĕ Шупашкарти спорт комплексĕнче тивĕçлĕ канури çынсене те курма пулать. Кинемейсемпе мучисем бассейнра ишеççĕ, спортзалта ӳт-пĕве çирĕплетеççĕ, тĕрлĕ лапамра спорт ăсталăхне туптаççĕ.

Акă 1985 çултах йĕркеленнĕ сывлăх ушкăнне хĕрарăмсем ытларах çӳреççĕ. «Малтанхи тапхăрта арçынсем те пурччĕ, анчах вĕсем нумай чăтаймаççĕ — пăрахса каяççĕ. Икĕ сехетре тĕрлĕ спорт хатĕрĕпе 360 ытла хăнăхтару тăватпăр. Вĕсем ал-ура, çурăм, пуç мышцисене, сыпăсене çемçетме пулăшаççĕ. Скандинави мелĕпе утмалли туяпа рашчана тухатпăр, бассейнра шыва кĕретпĕр», — пĕлтерчĕ ушкăн ертӳçи Зинаида Самойлова. Педагогика ĕçĕн ветеранĕ шкулта ачасене биологи вĕрентнĕ. 81 çулти хĕрарăм . Зинаида Анатольевна каланă тăрăх, сывлăх ушкăнне 30 çын çӳрет, чи асли — 85-ре. Разминка тунă чухне халăх, совет юррисене итлеççĕ. Ушкăна çӳрекенсенчен чылайăшĕ çыхас енĕпе ăста, урана çыхнă тапăчки кăна тăхăнаççĕ. Унпа меллĕ пулнине палăртаççĕ.

«Ватăлнăçемĕн вăй-хал чакса пырать, шăм-шак ыратать, куç та япăхланать… Спорт комплексне кайса килсен ыратни иртсе каять, кăмăл çĕкленет, ӳт-пӳ çăмăлланать. Сиплев хăнăхтарăвĕсем тунипе ура утакан пулчĕ. Унччен туяпа çӳреттĕм, халĕ ăна алла илместĕп», — кăмăлне ирĕке ячĕ 70 çул урлă каçнă Алла Полынова. Ватă çынсемшĕн пĕр-пĕринпе хутшăнни те пĕлтерĕшлĕ. Тĕрлĕ уява, çуралнă кунсене пĕрле паллă тăваççĕ, юрласа савăнаççĕ, çамрăклăха аса илеççĕ.

71-ри Надежда Краснова спорт комплексне 5 çул каялла çӳреме пуçланă. Шупашкарти 15-мĕш училищĕре ĕç производствин мастерĕ пулса тăрăшнăскер темиçе çул ура ыратнипе аптăранă. «2014 çулта операци турĕç. Тухтăрсем урана сиплемешкĕн ятарлă хăнăхтарусем тума хушрĕç. Сывлăх ушкăнне, бассейна çӳреме пуçласан утакан пултăм. Кушетка çине йăпăр-япăр хăпарнипе тухтăрсем те тĕлĕнеççĕ», — терĕ Надежда Михайловна чунпа та, ӳтпе те çамрăк чухнехи пек туйнине палăртса. Нина Жукова ытларах бассейнра шыва кĕме юратать. Çамрăкран спортпа туслăскер хальхи вăхăтра та çăмăл атлетикăпа йĕлтĕр спорчĕ енĕпе ăмăртусене хутшăнать, спартакиадăсенче малти вырăнсене тухать. «Кашни çыннăн спортпа туслашмаллах. Вăл пурнăçра пулăшса пырать. Кашни кун зарядка туни, чупни ӳт-пĕве тĕреклетет. Йывăр пĕр ĕçрен те хăрамастăн», — терĕ вăл.

65 çулти Александр Петров тивĕçлĕ канăва тухсан бокспа туслашнă. «Çамрăк чухнех ринга тухас килетчĕ. Ун чухне ирĕклĕ майпа кĕрешекен секцине çӳреттĕм, иккĕшне пĕрле хутăштарас темерĕм. Çак ĕмĕте ватăлсан кăна пурнăçа кĕртрĕм», — терĕ ШĔМ ветеранĕ. Спорт комплексне çӳрекен шурă çӳçлĕ арçынсем татах пур. Пĕрле пухăнса вĕсем теннисла, шашкăлла выляççĕ, бассейнра шыва кĕреççĕ тата бокс перчетки тăхăнса пĕр-пĕрине вăйне тĕрĕслеççĕ. Александр Павлович каланă тăрăх, спорт комплексне вĕсем эрнере виçĕ хут килеççĕ, ытти кунсенче килте зарядка тăваççĕ, çуран чупма тухаççĕ. «Çамрăк боксерсене тĕслĕх кăтартаççĕ, бокс ăсталăхне алла илме пулăшаççĕ. Вĕсемпе пĕрлех рингра кĕрешме шикленмеççĕ», — калаçăва хутшăнчĕ Вячеслав Николаев тренер.

Сăмах май, çурла уйăхĕн 17-мĕшĕнче ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Олег Николаев «Аслă ăрури граждансене сывă пурнăç йĕркине явăçтармалли хушма мерăсем çинчен» указ кăларнă. Унпа килĕшӳллĕн аслă ӳсĕмри çынсене спортпа туслашмалли условисем туса памалла. Çак указа пурнăçа кĕртес тĕллевпе республикăри спорт керменĕсенче ятарлă ушкăнсем йĕркелĕç, 55 çултан аслăрах хĕрарăмсемпе 60 çултан аслăрах арçынсем унта тӳлевсĕрех çӳрĕç.

— Çак ĕçе волонтерсене те явăçтарăпăр, вĕсем çак ушкăнсенче инструктор пулса тăрăшĕç. Ватă çынсем тренажерпа фитнес залĕсенче ӳт-пĕве тĕреклетĕç, бассейнра ишме вĕренĕç. Вĕсем валли ятарлă расписани туса парĕç. Спорт комплексне киличчен больницăра тĕрĕсленмелле, тухтăрпа канашламалла, — ăнлантарчĕ спорт министрĕн заместителĕ Алексей Нягин.

Асăннă указа Чăваш Енри спорт ветеранĕсен председателĕ Василий Шоркин та ырласа йышăннă. «Ватлăхра сывă пурнăç йĕркине тытса пыни питĕ пысăк вырăн йышăнать. Спорт сывлăха çирĕплетме, пурнăç тăршшĕне тăсма май парать. Аслă ӳсĕмри çынсене физкультурăпа спорт комплексне çӳрени хавхалану кӳрет, пурăнма вăй-хăват парать», — терĕ Василий Сергеевич.



Газета "Хыпар"
02 сентября 2020
15:06
Поделиться