Вăрмарти спорт шкулĕ каллех уçă
Вăрмар районĕнчи Вăрмарти ачасемпе çамрăксен А.Ф.Федоров ячĕллĕ спорт шкулĕ каллех ачасемпе çамрăксене йышăнма хатĕр.
2019-2020 çулсенче ку çурта тĕпрен юсаса çĕнетес ĕçсене пурнăçланă. «Физкультурăпа спорт учрежденийĕсен пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетесси» республика программипе килĕшӳллĕн юсава пурнăçлама 29 миллион ытла тенкĕ уйăрнă. Çуртăн тăррине, пӳлĕмсемпе залсене, ăшăтмалли тытăма, канализаципе шыв пăрăхĕсене тĕпрен юсаса çĕнетнĕ, чӳречесемпе алăксене улăштарнă.
Палăртни вырăнлă: 2019 çулта вĕренӳпе тренировка ĕçĕсем валли 8 миллион ытла тенкĕлĕх спорт инвентарĕ туяннă.