Министерство физической культуры и спорта Чувашской Республики

Шăматкун – йĕлтĕрпе ярăнма

Чăваш Енре спортпа сывлăха халалланă кăçалхи пĕрремĕш уяв çывхарать.

Нарăсăн 13-мĕшĕнче республикăри тата муниципалитетсенчи спорт учрежденийĕсем сывлăха çирĕплетес текенсене йышăнма хатĕр. Бассейна, спорт лапамне, тренажер тата фитнес залне, катока тӳлевсĕрех кĕме пулĕ.

Унсăр пуçне çак кун «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» иртĕ. Коронавирус пандемине пула ăна йĕркелес ĕç кăштах улшăннă. Шупашкарта ирттерекен «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» кăçал Олимп резервĕсен спорт шкулĕн трасси çинче пулĕ.

Роспотребнадзор сĕнĕвĕсене шута илсе маларах регистрациленнисене, ăмăртăва тухма ирĕк паракан медицина справки пуррисене çеç старта тухма ирĕк парĕç.



Газета "Хыпар"
12 февраля 2021
16:33
Поделиться