Çĕнĕ оборудовани кÿрсе килнĕ
Шупашкар хулин тĕп больницине çĕнĕ йышши эндоскопи хатĕрĕсем килсе çитнĕ.
Специалистсем палăртнă тăрăх, вĕсем онкологи чирĕсемпе витĕмлĕрех кĕрешме пулăшĕç. Больницăна гастроскопи, колоноскопи тата бронхоскопи ирттерме видеоэндоскоп тытăмĕсемпе те тивĕçтернĕ. Пĕтĕмпе — 15 миллион тенкĕлĕх.