Медальсем халь виçĕ хут «хаклăрах»
Министрсен Кабинечĕн маларах кăларнă хăш-пĕр йышăнăвне улшăнусем кĕртесшĕн. Çакна черетлĕ ларура ырларĕç.
Çав шутра — Олимп вăййисене хутшăнса çитĕнӳ тăвакан ентешсене — спортсменсемпе вĕсен тренерĕсене — хавхалантармалли тӳлевсене пысăклатасси те. Малти виçĕ вырăншăн олимпиецсене хальччен 1 миллион, 400 пин тата 300 пин тенкĕ тӳленĕ. Çак виçесене 2012 çултанпа ӳстермен. Унтанпа граждансене паракан мĕнле тӳлев самай хушăннă вара тесе ыйтма пулатчĕ пуль те — унашкал ыйту илтĕнмерĕ. Спорт министерстви медальсене «хаклатма» сĕннĕ — ăна ырларĕç.
Çапла вара «ылтăншăн» — 3 миллион, «кĕмĕлшĕн» - 1,2 миллион, «бронзăшăн» 900 пин тенкĕ тӳлĕç. Призерсен тренерĕсен премийĕсем те пысăкланаççĕ: 1,5 миллион, 600 пин тата 450 пин тенкĕ. Олимпиадăсене хутшăннăшăн паракан тӳлеве те хăпартаççĕ: спртсменсене – 150 пин, тренерсене — 75 пин тенкĕ. Асăннă тӳлевсем Паралимп вăййисене хутшăнакан, унта çĕнтерекен ентешсене те пырса тивĕç.
Сăмах май, спорт министрĕ Василий Петров ларура пĕлтернĕ тăрăх, Раççейĕн Токиори çитес Олимпиадăна хутшăнакан пĕрлехи командине хальлĕхе пирĕн 8 ентеше кĕртнĕ. Паралимп вăййисенче Чăваш Енĕн тата 5 представителĕ вăй виçĕ.