Министерство физической культуры и спорта Чувашской Республики

Çамрăксене тĕслĕх кăтартаççĕ

ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев фристайлистсемпе тата вĕсен тренерĕсемпе курнăçрĕ. Тĕл пулăва тĕнче чемпионатĕнче кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ Лана Прусакова тата Дмитрий Мулендеев, ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕсем Валерипе Никита Васильевсем, спорт министрĕ Василий Петров, Олимп резервĕсен 2-мĕш спорт шкулĕн директорĕ Николай Лисин хутшăнчĕç.

— Трюк тăвакансем çине яланах хумханса пăхатăп, вĕсен ăсталăхĕнчен тĕлĕнетĕп. Эпир сирĕнпе мăнаçланатпăр, эсир çамрăксене тĕслĕх кăтартатăр. Малашне те наградăсемпе савăнтарасса шанатăп, — терĕ Олег Алексеевич спортменсене хатĕрленмешкĕн лайăх услови тумаллине палăртса. Вăл фристайлистсемпе вĕсен тренерне Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине халалласа кăларнă медальпе чысларĕ.

Фристайл федерацийĕн ертӳçи Валерий Васильев каланă тăрăх, юлашки çулсенче сăрт-ту йĕлтĕрçисен йышĕ ӳснĕ. «Ку пирĕн шкулта Лана пек пултаруллисем пуррипе тата спорт инфратытăмĕ çĕнелнипе çыхăннă», — терĕ вăл. Лана чемпионата епле хатĕрленни тата тупăшусем мĕнле иртни çинсен каласа кăтартрĕ. Тĕнче ăмăртăвĕнчен таврăннă спортсменсем икĕ эрне канĕç, ун хыççăн каллех тренировкăсем пуçланĕç.



Газета "Хыпар"
02 апреля 2021
16:38
Поделиться