Шупашкарта — Пĕтĕм тĕнчери гроссмейстерсем
Паян Шупашкарта хăвăрт шахмат енĕпе Раççей ăмăртăвĕ уçăлчĕ. Унта çĕршывăмăрăн тĕрлĕ регионĕнчен çитнĕ 136 шахматист хутшăнать. Унсăр пуçне республикăна 16 гроссмейстер çитнĕ.
ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев спорт сиенлĕ йăласемпе туслашассинчен хăтарнине асăнчĕ. «Республикăра шахмат юхăмĕ анлă сарăлнă. Çÿллĕ шайра иртекен ăмăрту ăсталăха туптама май парать, спортăн çак енĕпе кăсăкланакансен йышне ÿстерет. Турнира Владимир Сергиевский ячĕпе хисепленĕ. Чăваш Енре те унăн вĕренекенĕсем пур», — палăртрĕ Олег Алексеевич. Ăмăртăва уçнă май ăна шахматра пĕрремĕш куçăм тума сĕнчĕç.
Каçхине Шупашкара шахмат енĕпе тĕнчен вун иккĕмĕш чемпионĕ Анатолий Карпов вĕçсе çитĕ. Ыран вăл студентсемпе, спортсменсемпе тĕл пулĕ, Олег Николаевпа шахматла вылĕ.