Министерство физической культуры и спорта Чувашской Республики

Ҫӗнӗ рингра вӑй виҫрӗҫ

Вӑрнарта муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗн Андрей Тихоновӑн парнисене ҫӗнсе илессишӗн бокс енӗпе ӑмӑрту иртрӗ. Арҫын ачасем «Рассвет» спорт комплексӗнче тупӑшрӗҫ.

Ҫӗнӗ Шупашкар, Шупашкар, Улатӑр, Канаш хулисенчен, Шупашкар, Вӑрмар, Элӗк, Вӑрнар тӑрӑхӗсенчен 72 спортсмен ҫитнӗ ӑмӑртӑва. 10 -13 ҫулти ачасем  икӗ ӳсӗм ушкӑнӗнче,  15 виҫе категорийӗнче тупӑшрӗҫ. Вӑрнар тӑрӑхӗн чысне виҫӗ ҫамрӑк хӳтӗлерӗ. Вӗсенчен пӗри - 13 ҫулти Егор Васильев. Ҫиччӗмӗш класра вӗренекенскер унччен ирӗклӗ майпа кӗрешнӗ, икӗ ҫул каялла Дмитрий Прокопьев патӗнче бокс енӗпе ӑсталӑхне туптама пуҫланӑ.  Финалта вӑл Вӑрмар тӑрӑхӗнчен ҫитнӗ Никита Михайловпа тӗл пулчӗ. Хӗрӳ тытӑҫура Егор иккӗмӗш вырӑн йышӑнчӗ. Максим Алексеев вара (вӑл хӗрлӗ майкӑпа) 55 килоллисен виҫе категорийӗнчӗ ҫӗнтерӳҫӗ ята тивӗҫрӗ. Вӑл та «Рассвет» спорт шкулӗн вӗренекенӗ. Спортсменсем ҫӗнӗ рингра вӑй виҫрӗҫ. Вӑрнарсене ӑна ентешӗ Виталий Краснов парнеленӗ.



ГТРК «Чувашия»
20 октября 2023
08:35
Поделиться
;