Шупашкарта фитнес-аэробика енӗпе ӑмӑрту иртрӗ
Шупашкар хулинчи маунтинбайк центрӗнче фитнес аэробикӑна кӑмӑллакансем пуҫтарӑнчӗҫ. Унта Чӑваш Ен чемпионачӗпе первенстви иртрӗ.
Валерий Ярды ячӗллӗ маунтинбайк центрӗнче кунӗпех хаваслӑ шӑв-шав тӑчӗ. Ӑмӑртӑва республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен 82 ушкӑн килсе ҫитнӗ. Пурӗ 800 ытла спортсмен тупӑшрӗ. Вӗсем аэробика, степ-аэробика, хип-хоп дисциплинӑсенче хӑйсен пултарулӑхне кӑтартрӗҫ. Кавир ҫине 3-4 ҫултан пуҫласа 60 ҫултан аслӑрах спортсменсем таран тухрӗҫ. «Хӗрсем» ушкӑна 5 ҫул каялла йӗркеленӗ. Аслӑ ӳсӗмри хӗрарӑмсене сывлӑха ҫирӗплетес туртӑм пӗрлештернӗ. Ҫак вӑхӑтра вӗсем кашнийӗшӗ 20 ытла медаль тата ушкӑнпа 16 кубок ҫӗнсе илме пултарнӑ. Хастарсем ыттисене те ҫулсене пӑхмасӑрах спортпа туслӑ пулма йыхравлаҫҫӗ.
Фитнес-аэробика ҫамрӑк спорт тӗсӗ пулин те пирӗн республикӑра анлӑн сарӑлма ӗлкӗрнӗ. Вӑл илемлӗхпе пӗр-пек хусканусем тума пӗлнине пӗтӗҫтерет. Кунта ҫӳрекенсем хӑйсен вӑй-хӑватне тӗрлӗ шайри ӑмӑртусенче кӑтартса, час-часах малтисен ретӗнче пулаҫҫӗ. Ҫакӑнта чи малтан тренерсен тӳпи пысӑк.
Патӑрьел тӑрӑхӗнчен фитнес-аэробика ӑмӑртӑвне чи пысӑк ушкӑнсенчен пӗри - 80 ытла спортсмен ҫитнӗ. Тупӑшу тӑршшӗпе тӗпренчӗкӗсене ашшӗ-амӑшӗ тӑвӑллӑн алӑ ҫупса хавхалантарса тӑчӗ. Вӗсем ҫак спорт тӗсӗ ачасен сывлӑхне ҫирӗплетнисӗр пуҫне ушкӑнпа ӗҫлеме, пӗр-пӗрне пулӑшма, ӑнланма вӗрентнине палӑртрӗҫ.
Чӑваш Республикин фитнес-аэробикин девизӗ: «Лайӑхрах пул, лайӑхраххисенчен вӗрен!». Ӑмӑртӑва хутшӑнакансем ҫакна тӗпе хурса, хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарчӗҫ, ыттисенчен тӗслӗх илчӗҫ.