Чи хастаррисене палăртнă
Шупашкарта «Газпа тĕтĕмрен хӳтĕлекен службăн чи вăйлă звени» республикăри смотр-конкурсĕ иртнĕ.
Ăмăртăва Раççей МЧСĕн 19 подразделенийĕ хутшăннă. Тупăшусем хĕрӳ иртнĕ. Пушарнăйсемшĕн çак хăнăхтарусем ют мар ĕнтĕ — пушар сӳнтернĕ чухне вĕсем кунашкал задачăсене тăтăшах пурнăçлаççĕ: тĕтĕмпе тулнă пӳлĕмсене тĕрĕслесси, çынсене шыраса тупасси тата урама илсе тухасси, ишĕлчĕксене тата çуннă конструкцисене йĕркене кĕртесси. Газпа тĕтĕмрен хӳтĕлекен службăн ĕçченĕсен сывлама юрăхсăр çĕрте ĕçлеме тивет. Çавăнпа ăмăртăва хутшăнакансем пурте тулли хӳтĕлев тумĕпе пулнă. «Газпа тĕтĕмрен хӳтĕлекен службăн чи вăйлă звени» ята Шупашкарти ятарлă пушарпа çăлав чаçĕ çĕнсе илнĕ. Иккĕмĕш вырăнта — Шупашкарти 7-мĕш пушарпа çăлав чаçĕ, 3-мĕшĕнче — Федерацин пушар хуралĕн службин 17-мĕш ятарлă управленийĕ.